Спортра çитĕнÿсем тăваççĕ
«Демографи» наци проекчĕн шайĕнче эпир кăçал «Спорт - пурнăç йĕрки» регион проектне пурнăçлама тытăнатпăр.
Пирĕн республика пысăк шайри спорт ăмăртăвĕсене йĕркелесе ирттерес тĕлĕшпе паха опыт пухнă. Чăваш Енре кашни çулах спортăн тĕрлĕ тĕсĕ енĕпе Раççей шайĕпе 60 ытла ăмăрту иртет.
Раççейри çăмăл атлетика енĕпе юбилейлă-çĕрмĕш - чемпионата 2019 çулта Шупашкарта ирттерме йышăнни те пирĕншĕн, паллах, пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халĕ пирĕн тĕллев - асăннă мероприятие çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттересси»,-тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
Раççейри çăмăл атлетика чемпионачĕ кăçал утă уйăхĕн 24-28-мĕш кунĕсенче Шупашкарти «Олимпийский» стадионра иртет.
Массăллă физкультурăпа спорта аталантарассипе пирĕн районта та тĕрлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ. Çемйисемпех сывă пурнăç йĕркине пропагандăлама пулăшакансем те чылайăн. Хальхинче «Çемье - пурнăç тыткăчи» проектăн тĕпелне Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхне Николай Иванович Сормова йыхравларăмăр, çемйипе тата хăйсен спортри çитĕнĕвĕсемпе кĕскен паллаштарма сĕнтĕмĕр.
- «Çемье - пурнăç тыткăчи» проекта вулакансене калаçăва чĕнсе савăнтарнăшăн тав тăвас килет малтанах.
Ĕçлекен халăха тата çитĕнекен ăрăва физкультурăпа тата спортпа туслаштарас енĕпе хавхалантарсах тăраççĕ юлашки вăхăтра, «Ĕçлевпе хÿтĕлеве хатĕр» Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн нормине пурнăçланине те тĕрĕслеççĕ, сывă пурнăç йĕр-кине пропагандăлама тĕр- лĕ ăмăртусене çемьесене те явăçтараççĕ.
Вăрманхĕрринчен Тăвайне куллен çурран утаттăм шкулта вĕреннĕ чухне, тăтăшах уçă сывлăшра пулма тăрăшни те спорта ытларах тимлĕх уйăрма хистерĕ пулĕ. Тăван çĕршыв умĕнчи чыслă тивĕçĕме пурнăçланă, Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ, Йăнтăрчăри шкулта тата ытти çĕрте ĕçленĕ чухне те тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнма тăрăшнă.
2002 çулта çемье çавăрсан та хамăн пурнăç тĕллевне - спорта пысăк тимлĕх уйăрассине - улăштарас килмерĕ. Юратнă мăшăрăм, Алина Петровна та, манпа пĕр шухăшлăччĕ ку енĕпе. Вăл та Чăваш патшалăх университетĕн-че аслă пĕлÿ илнĕ, халĕ район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн методистĕнче тăрăшать.
Виçĕ ачана пурнăç парнеленĕ эпир, иккĕшĕ Тăвайри вăтам шкулта ырă тĕслĕх кăтартаççĕ, пире, ашшĕпе амăшне лайăх паллăсемпе савăнтараççĕ, халĕ каникулта. Кĕçĕнни Тăвайри «Радуга» шкулчченхи учреждение çÿрет.
Эпир районти спорт ăмăртăвĕсене вунă çул ытла хутшăнатпăр çемьепе. «Ял ĕçченĕ» хаçат редакцийĕ йĕркеленĕ чупусенчен те пăрăнса юлман. Вĕсенче мала тухса республикăри тупăшусене хутшăнма тивĕçлĕ пулатпăр. Чăваш Ен Пуçлăхĕн призне çĕнсе илессишĕн пыракан республикăри «Спорт çемйи» фестивальте ултă çул хамăрăн пултарулăха кăтартрăмăр, 2017 çулта - иккĕмĕш, 2018 çулта - пĕрремĕш вырăна, кăçал вара виççĕмĕшне тухма пултартăмăр.
Совет Союзĕн икĕ хутчен Геройĕ, Андриян Григорьевич Николаев летчик-космонавт çуралнă кунĕ умĕн çуллен «Советская Чувашия» хаçат редакцийĕ çăмăл атлетсен эстафетине ирттерет. Кунта та юлашки çулсенче малтисен йышне кĕме пултартăмăр республика шайĕнче.
Пурне те асăнса пĕтерей-мĕпĕр. Спортра çитĕнÿсем тума çемьери çанталăк ăшă, лăпкă пулни те хавхалантарать. Аслă хĕрĕмĕр, Ксения, çăмăл атлетикăпа, фитнес-аэробикăпа ытларах кăсăкланать. Спортри тата вĕренÿри çитĕнĕвĕсене пула 2017 çулта «Артек» кану лагерьне кайма тивĕçлĕ пулчĕ. Республикăри «Зарницăпа» «Орленок» вăйăсене кăçал иккĕмĕш хут хутшăнчĕ. Ксения - Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиатки.
Ывăлăмăр, Глеб самбора, çăмăл атлетикăра, шывра ишсе районта тата республикăра малти вырăнсене тухса савăнтарать.
Карина та аслисенчен юлмасть. Кăçал районта иртнĕ йĕлтĕр чупăвĕнче хăйĕн ÿсĕмĕнче виççĕмĕш пулчĕ. Çурран чупма та кăмăллать. Физкультурăпа спорт пирĕн çемьене пурнăç çулĕпе малтан-малалла утма хистет.