Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Ырă тĕслĕх

Ырă тĕслĕх

Районти «Акконд-агро фирма» общество членĕсем вырмара ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Уяр кунсемпе туллин усă кураççĕ вĕсем. Кĕрхи тулăпа ыраша çапса пĕтернĕ. Тыррăн вăтам тухăçĕ 32,3 центнерпа танлашать. Çапса илмелли тата 200 гектар ытларах юлнă. Виçĕ комбайн халĕ тулă пуссинче хĕрсех тырă çапса тĕшĕлеççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне 150 гектар тулă, 35 гектар ыраш акнă.

Андриан Анатольевич Александров комбайнер экипажĕ хăйĕн тивĕçне аван пурнăçлама тăрăшать. Вĕсен техники тикĕс ĕçлет, уй-хирте çаврăм хыççăн çаврăм тăвать. Владислав Игоревич Иванов пулăшать комбайнера. Александр Витальевич Птичкин водитель тырра йĕтеме турттарать.



АУ "Редакция Янтиковской районной газеты "Ял есчене"