Парламентаризма аталантарас ĕçри çитĕнÿсемшĕн
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «АККОНД» акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ Валерий Николаевич Иванов РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн «Парламентаризма аталантарас ĕçри çитĕнÿсемшĕн» хисеп Паллине тивĕçнĕ.
Çак сумлă наградăна ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче иртнĕ черетлĕ 34-мĕш сессийĕнче парса чысланă.
Федераци Канашĕн çак хисеп Паллипе парламентаризма аталантарас, çавăн пекех Раççей гражданĕсен прависемпе ирĕклĕхне хÿтĕлес, патшалăх строительствине, демократине, çĕршывăн оборона хăвачĕпе хăрушсăрлăхне çирĕплетес, вырăнти хăй тытăмлăха аталантарас, çĕршывăн социаллă пурнăçĕпе экономика политикин çул-йĕрне пурнăçлас, парламентсем хушшинчи çыхăнусене çирĕплетес енĕпе пысăк тÿпе хывнăшăн тата тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн наградăлаççĕ.
Валерий Николаевич Иванов 30 çул ытла Шупашкар хулинчи чи пысăк предприятисенчен пĕрне - «АККОНД» кондитер фабрикине ертсе пырать.
В.Иванов 2006 çултанпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, вăл - «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕнчи Политика канашĕн членĕ, Федерацин налук службин Чăваш Енри управленийĕ çумĕнчи Общество канашĕн Председателĕ.
В.Н.Иванов активлăхĕпе «АККОНД» АО республикăпа хулари обществăлла пурнăçа хастар хутшăнать, сывлăх сыхлавĕн, искусствăпа спорт, вĕрентÿ учрежденийĕсене, обществăлла организацисене, ĕçпе вăрçă ветеранĕсене ыркăмăллăх тата спонсор пулăшăвĕсем парса çуллен сахал мар укçа-тенкĕ уйăрать.