Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Ултавçăсенчен асăрханăр

Вĕсем телефонпа шăнкăравласах хăйсен серепине çаклатаççĕ ытла та шанакан хăш-пĕр çынсене. Хăйсене банкра ĕçлекен пек кăтартаççĕ. Ултавçăсем банк карттин реквизичĕсене ыйтса пĕлеççĕ, вара укçине çаратаççĕ. Çакăн пек преступленисене республикăра темиçе те регистрациленĕ, çав вăхăтрах хальлĕхе палăрманнисем те пулма пултараççĕ.

Ултавçăсем хăйсене банкăн хăрушсăрлăх службин сотрудникĕсем пек кăтартса инкек тÿсекенсен сотовăй телефонĕсем çине шăнкăравлаççĕ, вĕсен счечĕ çинчи укçана такам çаратасшăн хăтланни çинчен пĕлтереççĕ. Ун хыççăн вĕсем банк карттин даннăйĕсене, çав шутрах унăн тепĕр енче кăтартнă CVV-кодне те, парольне те ыйтаççĕ. Преступниксемшĕн çынсен счечĕсене пушатма асăннă сведенисем çителĕклĕ. Ултавçăсем çапла шелсĕр хăтланнипе час ĕненекен çынсене кашнинчех çурăк валашка умне тăратса хăвараççĕ, вĕсен укçине çаратаççĕ.

Нумаях пулмасть 60 çулхи хĕрарăма та çав шăпа кĕтнĕ. Ун патне хăйне кредитпа финанс организацийĕсен хăрушсăрлăх службин сотрудникĕ тесе палламан çын шăнкăравланă, банк картти çинчи укçине хÿтĕлеме кирлине ĕнентернĕ, çак тĕллевпе укçине илсе вăл каланă счет çине хăвăрт куçарма сĕннĕ. Малтанах ĕненнĕ çакна хĕрарăм, 15 пин куçарнă. Анчах туса ирттернĕ операцишĕн комисси палăртнă. Çакăн хыççăн хĕрарăм хăйне улталанине, ултавçăсемпе çыхланнине сиснĕ те, полицие пынă. Халĕ асăннă тĕслĕхпе тĕрĕслев пырать.

Çапах та палламан çынсене, вĕсем хăйсене банк ĕçченĕсем тесе каласан та, харпăр хăйĕн даннăйĕсене пĕлтерме ан васкăр, тимлĕ пулăр, «хĕрÿ линин» номерĕпе е ытти шанчăклă номерсемпе банка шăнкăравласа пăхăр.



АУ "Редакция Янтиковской районной газеты "Ял есчене"
04 октября 2019
16:25
Поделиться