Чăваш тумĕ — халăх мулĕ
Нумаях пулмасть тĕп хулари Туслăх çуртĕнче республика шайĕнче наци тумĕсен II фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Пĕрремĕш куравĕ виçĕ çул каялла пулнăччĕ, эпĕ унта кукамайăн 1896 çулти кĕпине, сурпантан майлаштарса çĕленĕ чĕрçиттине, сурпанпа хушпу, ум çаккисене конкурса тăратрăм. Паллах, малтан кĕпене типтерлерĕм, хитрелетрĕм, çĕтĕлнĕ вырăнсене сапларăм, çипписем татăлса пĕтнĕ вырăнсене тĕрлесе илемлетрĕм. Кĕпене шурă пиртен çĕлесе тĕрленĕ, пирĕ питĕ çирĕп те хытă. Мана I степеньлĕ лауреат Дипломне парса чысларĕç. 2019 çул вĕçĕнче те хутшăнтăм курава, кукамайăн 1915 çулти кĕпине майлаштартăм, аркисене çĕнетрĕм, хăюсемпе (тесьмасемпе) усă куртăм, чĕрçиттине те çĕнетсе хитрелетрĕм. Курава тăратнă тума жюри тӳрех асăрхарĕ. Телевиденипе те калаçтарчĕç, хăйсене килĕшнине пĕлтерчĕç унти сотрудниксем те. Тумпа чылайăшĕ кăсăкланса, ыйта-ыйта пĕлчĕ. Ку кĕпене вара çемçе шурă пиртен çĕленĕ. Хушпупа сурпанне те çĕнетрĕм. Ку тумпа та 1-мĕш вырăн йышăнтăм, Дипломпа хаклă парне парса хавхалантарчĕç.
Хамăр районтан пиллĕкĕн хутшăнтăмăр: Вера Петровна Абржинапа Алена Николаевна Абрамова (культура çуртĕн-чи методистсем), Наталия Викторовна Георгиева (Тушкилти культура çурчĕн ертӳçи), Венера Алексеевна Николаева (Лачкасси ялĕнчи алĕç ăсти) тата эпĕ. Кашниех хăйне майлă хитре тумсем илсе пынă, жюри членĕ-сем кăмăллă пулчĕç тăвайсемпе. Пурин ĕçне те Дипломсемпе, парнесемпе хакларĕç. В.Абржинапа Н.Георгиевана III степеньлĕ Дипломсем, А.Абрамовапа В.Николаевана хастар хутшăннăшăн мухтав хучĕсем пачĕç.
Кивелнĕ, хальхи тапхăрта усă курман япаласене кăларса ан пăрахăр, çĕнетсе, типтерлесе çавăн пек куравсене тăратма пулать. Ахальтен каламан ĕнтĕ ваттисем: «Аваллăхсăр малашлăх çук»,— тесе. Фольклор ĕçĕнче чăвашлăха упрассине, ырă йăласене малалла аталантарса çамрăксене вĕрентсе хăварассине мала хурса ĕçлетпĕр.
Юхать юханшыв, иртеççĕ ĕмĕрсем. Тăван чĕлхемĕре, культурăна пиншер çул хушши упраса хăварма пултарнă асатте-асаннесемпе, кукаçи-кукамайсемпе мухтанса, вĕсен умĕнче çĕре çити пуç таятпăр.