Юбилей медалĕпе чысланă
Тăвай районĕнче «Аслă Отечествăлла вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул» юбилей медалĕсем пама тытăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке Çĕнĕ Пуянкассинче ĕмĕрне ĕмĕрлекен Матрена Васильевна Степанована килне пырсах «Аслă Отечествăлла вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул» юбилей медалĕпе тата «Тăвай районĕн хисеплĕ ветеранĕ» знакпа чысланă.
Матрена Васильевна Çĕнĕ Пуянкассинче 1929 çулхи январĕн 14-мĕшĕнче çуралнă. Çамрăклах ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă, ирех ĕçе кÿлĕннĕ. Вăрçă вăхăтĕнче колхозра пилĕк авнă. 16-рах бригадир пулма шаннă ăна. Ун хыççăн райфора, район хаçачĕн редакцийĕнче, Элпуçĕнчи вăтам шкулта, Çĕнĕ Пуянкасси ял Советĕнче ĕçленĕ. Пенсие тухсан та тата 7 çул патшалăх страхованийĕн тытăмĕнче тăрăшнă. Ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн 5 медале тивĕçнĕ. Матрена Васильевна мăшăрĕпе Геннадий Степановичпа пĕрле 5 ача çуратса ÿстернĕ, халĕ унăн 11 мăнукпа 15 мăнук ачи.
«Аслă Отечествăлла вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул» юбилей медальне Ураскассинче пурăнакан Василий Александрович Александрова та панă. Вăл — Аслă вăрçă ветеранĕ, вăрçа 17-рех кайнă. Хĕвеланăç Украинăна, Польшăна ирĕке кăларма, Берлина штурмлама хутшăннă. Аманнă. Ăна Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр, 1 тата 2 степень Отечествăлла вăрçă орденĕсемпе, «Хăюлăхшăн» медальпе наградăланă.
Вăрçă хыççăн райпора тата коммуналлă службăра бухгалтерта ĕçленĕ.
Администраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке Василий Александровича паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн тав тунă, ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул суннă.