Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Çăварниçĕм, çăварни!

Çăварниçĕм, çăварни!

Çăварни, çăварни!

Çăвар туллии икерчи,

Кĕсъе тулли кулачи,

Эрне хушши катаччи!

     Православи календарĕ тăрăх халĕ Çăварни эрни пырать. Çак вăхăт хĕллехи уйăха та, çуркуннехи уйăха та кĕме пултарать. Пĕрремĕш кунĕ, аслă  Çăварни, вырсарни кун пуçланчĕ. Тепĕр вырсарни кун  кĕçĕн Çăварнипе уяв эрни вĕçленет. Мĕн авалтанах çак кунсем ваттисемшĕн те, çамрăксемпе ачасемшĕн те хаваслă, шавлă вăхăт. Шăнкăрав çакнă лашасемпе капăрлатнă çунасем, тăвайккинчи çунашкаллă ачасем, вăйă-кулă, юрă-ташă… Çаксем пурте Çăварни эрни паллисем. Çăварни эрнинче эпир сивĕ хĕле ăсататпăр,  ăшă та илемлĕ çуркуннене вара кĕтсе илетпĕр. Паян та эпир, иккĕмĕш номерлĕ ача садĕнче, Çăварние чыслама пуçтарăнтăмăр.

    Уява ачасем те, ача садĕнче ĕçлекенсем те илемлĕ тутăрсемпе çитрĕç. Çак уява ачасем чăтăмсăррăн кĕтсе илчĕç. Çăварни уявĕ чăваш юрри – сăввисемпе пуçланчĕ, уявра Çăварни пăравусĕ те, «карусель» те пулчĕç.  Пурте кар тăрса Çăварнире савăнчĕç. Çăварни уявне хĕл те çитрĕ. Вăл ниепле те çуркуннене парăнасшан мар. Весем нумай тавлашса тăмарĕç, хĕле çуркунне çĕнтерчĕ -çĕнтерчех. Хĕлĕн çак уявран илемлĕн тухса каймалла пулчĕ. Уяв малалла тăсăлчĕ, ачасем вайăсем вылярĕç, питĕ савăнчĕç.

      Юлашкинчен çуркунне ачасене уяв икерчипе, пысăк сушкăсемпе хăналарĕ.



АУ "Редакция Янтиковской районной газеты "Ял есчене"
28 февраля 2020
14:21

МБДОУ "Детский сад № 2 с. Янтиково"

Поделиться