Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

"Вăхăтлăха кайма чарнă"

Владимир ВАНЕРКЕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ:

Коронавирус чирĕ сарăлассине асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен районти штабăн черетлĕ ларăвĕнче те, районти предприятисемпе организацисен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ планеркăра та çак хăрушă инфекцие чарса лартас тĕлĕшпе тата мĕнле профилактика мерисем йышăнма пулнине сӳтсе явнă.

Вилнисене асăнмалли кунсем çывхарнă май районта пурăнакансем çимĕкре масарсене каймалли йĕрке çинчен пĕлесшĕн. Коронавирус пандемийĕ алхаснă тапхăрта тĕрлĕ регионтан, ял-хуларан килекенсем пысăк ушкăнпа пуçтарăннине, масар çинче эрех ĕçнине ырлама çук, паллах.

Район территорийĕнче 36 масар. Кашнинче халăх массăллăн пуçтарăнсан чир сарăлас хăрушлăх тата та ӳсет. Çавăнпа кăçал вилнисене килте çемьепе çеç асăнма тивĕ, тесшĕн. Масар çине çын вилсен кăна кĕртеççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Указĕпе килĕшӳллĕн çимĕкре масар çине, чиркĕ-ве кайма тăхтамалла. Роспотребнадзорăн Чăваш енри уйрăмĕн ертӳçи Надежда Луговская та халăха çак хушăва пурнăçлама чĕнсе каланă. Чăваш Енре чирлекенсен шучĕ чакмасть-ха. Район территорийĕнче июнĕн 4-мĕшĕ тĕлне 80 çынна чир ернине палăртнă. 60 çын сывалнă. Хăрушă инфекци кашни ял тăрăхне тенĕ пекех çитрĕ. Çакă та кашнинех сисчĕвлентермелле. Уйрăмах аслă ăрури çынсене. Паллах, леш тĕнчене куçнисене асăнса пурăнмалла пирĕн. Анчах та çак тапхăрта сыхланасси малта вырăнта тăмалла.

Районта пурăнакансене профилактика мерисене пăхăнмалли çинчен ăнлантарсах тăратпăр. Мобильлĕ ушкăнсем рейдсем вăхăтĕнче çав-çавах йĕркене пăснине тупса палăртаççĕ. Вĕсем тĕлĕшпе 20 ытла административлă протокол çырнă, 1-15 пин тенкĕ таран штрафланă.

Хисеплĕ район çыннисем! Паянхи лару-тăру çивĕчлĕхĕ пурне те пысăк яваплăхлă пулма ыйтать. Хӳтлĕх хатĕрĕсемпе çӳрĕр, санитари йĕркисене çирĕп пăхăнăр. Самоизоляци режимĕ вăхăтĕнче килтех пулăр, хăвăр, çывăх çыннăрсем тата ыттисем çинчен те шухăшлăр. Сывлăхлă пулăр!



АУ «РЕДАКЦИЯ ЯНТИКОВСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ «ЯЛ ĚÇЧЕНĚ» («СЕЛЬСКИЙ ТРУЖЕНИК») МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИ
05 июня 2020
08:55
Поделиться