КОНСТИТУЦИ: ШУХĂШСЕМ
Елена МАТРОСОВА, «Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнĕн ертÿçи:
Çĕршывăн Тĕп Саккунĕнче, Конституцире, чĕлхепе культура çинчен калакан статьяна улшăнусем кĕртни пирĕн пултарулăх коллективĕшĕн питех те çывăх. «Раççей Федерацийĕнче культура — унăн халăхĕн тĕлĕнмелле пуянлăхĕ. Патшалăх культурăна пулăшать тата сыхлать»,—тенипе килĕш-месĕр тăма çук. Пирĕн çĕршывра, республикăра, хамăр Тăрмăш ялĕнче те тĕрлĕ наци çыннисем туслă пурăнаççĕ. Пĕр-пĕрин йăли-йĕркине хисеплеççĕ, пĕрле хутшăнса уявсенче савăнаççĕ вĕсем. Чăваш Енре тĕрлĕ халăхсен пĕрлĕхĕсем ĕçлеççĕ.
Пирĕн фольклор ушкăнĕ тĕрлĕ çĕрти йăхташсене тăван юрă-кĕвĕсемпе савăнтарать, наци тумĕсемпе, апат-çимĕçсемпе паллаштарать. «Патшалăх Раççей Федерацийĕн кашни халăхĕпе этнос ушкăнĕн культурин хăйне евĕрлĕхне хÿтĕлени, вĕсен этнокультурăпа чĕлхе пуянлăхне упраса хăварма çирĕп май парать», тени питĕ вырăнлă. Культура еткерлĕхĕ пирĕн халăхăн чи хаклă мулĕ, тесе каланă пулăттăм. Ырă йăла-йĕркесене пирĕн упраса, малалла аталантарса пымалла.