Ир пуçласа каçчен уйра
Çĕртме уйăхĕн иккĕмĕш вунăкунлăхĕ вĕçленсе пырать. Ку вăхăтра ял ĕçченĕ-сем çулленех утçире вăй хураççĕ, курăк çулса пу-хаççĕ, паха утă, сенаж ха- тĕрлеççĕ.
«Акконд-агро фирма» АО ĕçченĕсем те çак хĕрÿ ĕçрен айккинче тăмаççĕ, выльăх апачĕ хатĕрлессипе çуллен ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Предприятин ĕне выльăх йышĕ сахал мар, çавăнпа тĕрлĕ апат чылай кирлĕ. Паянхи куна унăн фермисенче пысăк продуктивлă голштин йăхĕнчи 1900 пуçа яхăн мăйракаллă шултра выльăх шутланать, çав шутра пин пуçа яхăн е, тĕрĕсрех каласан, 976 пуç сăвакан ĕне. Выльăхсен йышĕ çулсерен ÿссе пырать. Çакăнсăр пуçне «Акконд-агро фирма» АО ăратлă пушмак пăрусем те çитĕнтерсе сутать.
Çапла вара предприятири аграрисем алă усса лармаççĕ, выльăх-чĕрлĕх валли çулленех утă-улăмпа сĕтеклĕ апатсем, фуражлăх тырă çителĕклĕ хатĕрлесе хураççĕ, çак никĕс çинче производствăна хăват хушса, аталантарса пыраççĕ. «АККОНДСĔТ» юр-варне кăмăллакансем, кунти «От Красули» тата «Гармония дня» ятсемпе тухакан продукцие тутанса курнисем, юр-вар пахалăхĕ мĕнрен килнине пĕлеççĕ — вăл уй-хирте çитĕнтернĕ утă-улăмпа сĕтеклĕ апатсенчен. Сăмах май каласан, «Акконд-агро фирма» кăçал та выльăх апачĕ хатĕрлеме районта чи малтисен шу- тĕнче пуçăнчĕ. Аккондçăсен тĕллевĕ — выльăхсем валли тĕрлĕ апат ытлă-çитлĕ тата вăхăтра та пахалăхлă ха- тĕрлесе хурасси. Предприятин çĕр сахал мар, ĕç калăпăшĕ пысăк. 2019 çулта 3456 гектар çĕре ĕçлесе хатĕрленĕ, тĕрлĕ культурăсем вырнаçтарнă. Тырă кăна 3795 тонна туса илнĕ, тухăç пĕр гектар пуçне 32,9 центнерпа танлашнă. Кăçал çĕрсен лаптăкĕ тата хушăннă. Пулас тухăçшăн тăрăшса кĕркуннех 400 гектар кĕрхи культурăсем акса хăварнă. Çуркунне минераллă удобренисем парса 780 гектар ирхи тĕш тырă культурисем акнă. Сĕт антарма тата продукци пахалăхне лайăхлатма пулăшакан культурăсем çуллен тимлĕх- ре. Çапла кукурузăна 300 гектар вырăн панă. Çуркунне люцерна та тепĕр 400 гектар акнă. Унчченхи 1180 гектар пур, вăл лайăх масса пухнă. Пĕр çул ÿсекен курăксем те 200 гектар акса хăварнă. Чи кирли кунта выльăх апачĕн хисепĕшĕн çеç мар, пахалăхĕшĕн, апатри усăллă, тутлăхлă япаласене туллин упраса хăварассишĕн тăрăшаççĕ. Çак ĕçре техникăпа тухăçлă усă курни питĕ пĕлтерĕшлĕ. «Акконд-агро фирма» АОра ял хуçалăх техникипе оборудование, ытти хăватсене çĕнетсе пымалли программăна пурнăçлама сахал мар инвестици хываççĕ. Стройкăна укçа-тенкĕ янисĕр пуçне, предприяти пĕлтĕр те, сăмахран, молоковоз, КамАЗ машинăпа унăн прицепĕ, кукуруза сеялки, пресс-подборщик туяннă, тырă сушилкине çĕнетсе йĕркеленĕ тата ытти те. Кăçал та тракторсем, ытти хăш-пĕр техника туянас ĕмĕт-шухăшлă.
Иртнĕ эрнеренпех предприяти уйĕсенче сенажлăх нумай çул ÿсекен курăксем çулса пухаççĕ. Тĕпрен илсен, Мучарпа Вăрманхĕр-ри тата Пуянкасси ялĕсем çывăхĕнчи уйсенче пырать хĕрÿ ĕç. Машина хыççăн машина васкать вĕтетнĕ курăк массипе сенаж траншейине. Курăка МТЗ-82 тракторсемпе, косилкăсемпе Андриян Александров, Виталий Алексеев, Георгий Григорьев механизаторсем çулаççĕ. Владимир Данилов, Артем Петров, Александр Яковлев механизаторсем çулнă массăна тавăрса тăраççĕ. Николай Зайцев вара кушăхнă курăка «Ягуар» комбайнпа вĕтетсе машинăсем çине тиет, кал-кал ĕçлет. Сенажлăх массăна машинăсемпе Александр Птичкин, Андрей Иванов, Андрей Ларионов, Николай Ланевич, Олег Гаврилов, Алексей Синяков, Владимир Соловьев водительсем турттарса тăраççĕ. Пĕр самантлăха та чарăнмасть ĕç конвейерĕ. Траншейăри массăна Александр Суркин, Сергей Баранов, Дмитрий Кузнецов, Александр Васильев, Лев Степанов механизаторсем, улшăнса Артемий Петров та, йывăр тракторсемпе таптаса пусăрăнтарса тăраççĕ. Технологие пăхăнса, пахалăхлă сенаж хывса хăварма вăй хураççĕ, иртен пуçласа каçченех ĕçлеççĕ»,— терĕ «Акконд-агро фирма» АОри Алексей Андреев инженер-механик. Алексей Сергеевич хăй Сăхăтпуç ялĕнчен, инженер-механике Чăваш ял хуçалăх академийĕнче вĕренсе пĕлÿ илнĕ. Ашшĕне те, Сергей Васильевича, лайăх пĕлетĕп, пурнăçне ытларах ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă çын.
Ку вăхăт тĕлне акконд-çăсем 450 гектар çинчи нумай çул ÿсекен курăксене çулса пухнă, 4246 тонна сенаж хывнă. Асăннă ĕç малалла та кал-кал пырать. Пĕрлех курăксене утăлăх та пухса янтăлама тытăннă. Сеткăллă пресс-подборщикпе уя Андриян Александров тухнине пĕлтерчĕ Алексей Андреев инженер-механик.
Кĕтĕве тухман выльăхсене кунсерен симĕс курăк çулса парасси те йăлана кĕнĕ предприятире. Çакна КСК-600 комбайнпа Андрей Кучеров механизатор пурнăçлать, куллен ирех пуçăнать ĕçе.
Куратпăр ĕнтĕ, хăй тĕл-лĕн нимĕн те пулмасть, ĕç ÿсĕнтĕр, тупăш кÿтĕр тесе пурте пилĕк аваççĕ. 2019 çулта, сăмахран, кунти пĕр ĕçлекен пуçне 1 млн. та 248 пин тенкĕлĕх продукци туса илнĕ, ĕç тухăçлăхĕ çуллен ÿссе пырать. Предприятин производство рен-табеллĕхĕ 28,9 процентпа танлашнă.