Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ программа

Пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ программа

Символла килсе тухнă: Чăваш Республикин Аслă экономика канашĕн анлă ларăвĕ тата регионăн 2020—2025 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Комплекслă программин пĕтĕмлетнĕ вариантне презентацилесси шăпах ăна татăклă пăхса тухнăранпа пĕр уйăхран пулса иртнĕ. Анчах пĕрпеклĕхсем çакăнпа пĕтмеççĕ. Тĕлĕнмелле, икĕ мероприятийĕ те пысăк культура вучахĕсенче иртнĕ: оперăпа балет театрĕнче тата К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕнче. Чăн та, ку вăл коронавирус эпидемине пула килсе тухнă, мĕншĕн тесен ирĕклĕ вырăн ытларах кирлĕ пулнă, апла пулин те кунта та символлăх палăрать – программăна сÿтсе явнă вăхăтра тепĕр чухне сцена çинчинчен те кая мар хĕрсе калаçнă. Енчен те июньти ларура федераци органĕсен пур представителĕ те ВКС тытăмĕнче калаçнă пулсан, хальхинче вара залра ларакансем пурте вĕсене куçăн курма пултарнă.

Чăваш Республикин ертÿçи Олег Николаев туса панă доклад çĕнĕ идейăсемпе тата сĕнÿсемпе пуянланнă. Çакă вăл тарăн хатĕрленĕ документа «ăса» кĕртсе çитерессипе юлашки самантченех тимлени тата çак ĕçе Олег Алексеевич та тÿрремĕнех хутшăнни çинчен калать. Тĕслĕхрен, цифра технологийĕсене ĕçе кĕртесси çинчен сăмах пуçарсан, Олег Николаев программăн асăннă пайне çителĕксĕр туса хатĕрленине асăрхаттарнă. «Эпĕ критикăпа килĕшетĕп»,—тенĕ ларăва ертсе пыракан Анатолий Аксаков, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ. — Цифрăлассин пайне туса çитеретпĕр».

Халĕ, программа уçăмланса çитнĕ май, унăн пĕтĕмĕшле пĕлтерĕшне, Чăваш Енри пурнăç пахалăхне мĕнле лайăхлатма пултарассине шута илсе, хаклама та пулать.

Пĕрремĕшĕнчен, программа — çирĕп никĕслĕ пысăк малашлăхлă чĕрĕ документ. Докладра палăртнă тăрăх, комплекслă программăна 1400 проект тата программа шайĕнчи мероприяти кĕнĕ, вĕсен шутĕнче — инфратытăм, социаллă сфера аталанăвĕн 1120 проекчĕ, экономика аталанăвĕн 325 инвестици проекчĕ. Хальлĕхе палăртнă тăрăх, вĕсене пурнăçлама хывакан укçа виçи 264 миллиард тенкĕ ытла пулмалла.

Иккĕмĕшĕнчен, программăна туса хатĕрлесси тата сÿтсе явасси пĕтĕм халăх акцийĕ пулса тăнă тата общество вăйĕсене малалла пĕрлештернĕ. «Ĕçе пуçăннă чухне,—палăртнă Олег Николаев,—асăннă документ республикăри пур вăйсене — влаçăн мĕнпур сыпăкне, бизнеса, граждансен обществине, пур çынна çакнашкал хавхалантарма тата пĕрлештерме пултарасса шухăшлама та пултарайман. Чăннипех те «Вместе — Пĕрле» пулса тухрĕ. Халĕ пирĕн задача — программăна пурнăçланă чухне çак пĕрлĕхе упраса хăварасси.

Игорь Меламед вара, программăна туса хатĕрлекен экспертсен ушкăнне ертсе пынăскер, çапла хĕрÿленсе каланă:

—Ку вăл... хăрушă тĕлĕк пек! Эпĕ çакнашкал нумай документа туса хатĕрлеме хутшăннă, анчах кунашкал çĕкленĕве, хастарлăха курман. Шухăшлăр-ха — пĕр пин ыла сĕнÿ пырса кĕнĕ. Хăйсен сĕнĕвĕсене компанисен директорĕсем, ведомствăсен ертÿçисем, министрсем, муниципаллă йĕркеленÿсен пуçлăхĕсем, ученăйсем ярса панă... Ахаль çынсем шăнкăравланă! Ку вăл тĕлĕнмелле! Ку вăл манăçми!

Виççĕмĕшĕнчен, çакă та пĕчĕк пĕл-терĕшлĕ мар, ку программа, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Игорь Моляков сăнарлă каланă пек, халăхшăн, пуриншĕн те пĕлтĕрешлĕ документ. Çакна сцена çинче ларакан пысăк хăнасем те палăртнă. Çапла, Раççей Федерацийĕн строительство министрĕн заместителĕ Дмитрий Волков программа пĕлтерĕшне пысăка хурса хакласа, республикăра, уйрăммăн илсен, «Çĕнĕ хула» архитектуринче чăваш халăхне çывăх историлле йăласене, тĕслĕхрен, кирпĕчрен çурт çавăрассине, упраса хăварнă, тенĕ. Тата мĕн интереслĕ, Дмитрий Волков «комплименчĕ» умĕн çеç Олег Николаев трибуна çинчен асăрхаттару тунă: «Юлашки вăхăтра Чăваш Еншĕн тивĕçлĕ комплекслă архитектура решенийĕсем çухалса пынин сулăмĕ палăрать. Çакна çĕнĕрен вăй илтересси — пирĕн тĕллев. Пĕр енчен кунта хальхи йышши материалсемпе тата технологисемпе усă курса вăхăтпа тан утасси пĕлтерĕшлĕ, тепĕр енчен республикăшăн йăлана кĕнĕ архитектурăпа уçлăх сăн-сăпатне упраса хăвармалла.

Хăшĕ-пĕри хирĕçлеме пултарать, халăх йăли-йĕркине упраса хăварасси пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсем пирки калаçнă чухне кирлех-ши? Анчах та ку вăл шăпах та хăтлă хутлăх йĕркелес ĕç çине пысăк витĕм кÿрет.

Чăваш Республикин чылай кĕтесĕн-че юнашар, анчах çав вăхăтрах тĕрлĕ муниципаллă пĕрлешÿсенче вырнаçнă ял тăрăхĕсем хушшинче тÿртен çÿремелли çулсем çук, çавна пула тавран çаврăнса каймалла. Çак кансĕрлĕхе Олег Николаев хăй те пĕрре кăна мар тÿснĕ.

Элĕк районĕнчи Мăн Ямăш ялне илер-ха. Унта пурăнакансен тĕслĕх-рен, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи асфальт çул сарнă тата Олег Николаев çуралса ÿснĕ Чурпай ялне çитсе малалла Çĕмĕрле таран каяс пулсан 60 километр таранччен тавраран çаврăнмалла. Çав вăхăтрах Чурпайпа Мăн Ямăш хушшинче пурĕ те 1,5-2 километр. Çав вырăнта тÿрĕ çул пулнă пулсан Шĕмшеш ял тăрăхĕнче пурăнакансем Хĕрлĕ Чутайне тÿртен Çĕмĕрле витĕр çитме пултаратчĕç. Ку вăл халĕ Элĕкпе Нурăс витĕр каякан çулран ик хут кĕскерех.

«Мĕншĕн-ха çак проблемăна маларах хускатман», — текен ыйту сиксе тухма пултарать. Хуравĕ ансат, «Унччен тĕп вырăнта çынсем мар, цифрăсемпе отчетсем пулнă». Урăхла каласан, юсанă тата хывнă çулсем хут çинче километрĕ-километрĕпех шутланнă, çынсен вара юнашар яла çитме пылчăк çăрса çуран утма тивнĕ е район центрĕ витĕр çаврăнса каймалла пулнă.

Маларах республика правительствинче ĕç миграцийĕн ыйтăвĕ те никама та хумхантарман, çакна халăхра «отхожий промысел» (аякка кайса ĕçлени) теççĕ. Çав вăхăтрах унăн калăпăшĕ калама çук пысăк пулнă. Палăртнă тăрăх, ĕçлеме пултаракансенчен пĕрре виççĕмĕш пайĕ çеç мар ĕç шыраса ытти регионсене тухса çÿренĕ. Олег Николаев хăйĕн сăмахĕн-че уçăмлă задача лартнă, «Çынсене пирĕн предприятисене каялла тавăрмалла». Мĕнле тавăрмалла-ха вĕсене? Лайăх условисем туса парса тата пысăк ĕç укçипе. «Тĕллев — 2025 çул тĕлне чухăнлăх шайне 9,3 процент таран чакармалла, — палăртнă Олег Николаев. — 5 çул хушшинче пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен сахалрах тупăшлисен шучĕ 100 пин ытла çын таран чакмалла». Ĕçлеме пултаракансен шучĕ 2019 çулта Чăваш Енре 582,4 пин çын шутланнине кура ку вăл сахал мар.

Олег Николаев çĕкленÿллĕ калаçăва кăмăлламанни вăрттăнлăх мар, çапах та, пухăннисен патриотизмла кăмăл-туйăмне парăнса пулĕ, хăйĕн сăмахне хавхалануллăн вĕçленĕ. «Асăннă программа республика пурнăçне хутшăнакан мĕнпур вăйсен представителĕсен шухăшне тĕпе хурса йĕркеленнĕ. Активлă, шайлашуллă ĕçшĕн чун-чĕререн тав тăватăп. Программăра палăртнă проектсем конкретлă, Чăваш Республикинче пурăнакан кашни çыннах пырса тивеççĕ, вĕсен интересĕсемпе килĕшÿл- лĕ пурнăçланĕç. Паха çулсем, хальхи йышши производствăсем, тивĕçлĕ ĕç вырăнĕсем тата тупăш шайĕ, хăтлă пурнăç тата социаллă хÿтлĕх — хамăрăн вăйсене пĕрлештерсен çак задачăсене эпир пĕтĕмпех пурнăçлама пултарăпăр, пурнăçлатпăр та. Ку çеç те мар. Эпĕ иккĕ-ленместĕп — программăна хывнă кăтартусем юлашки тĕллевсем мар, вĕсем пирĕн юратнă Чăваш Енĕн пурнăçĕнчи мĕнпур сферăсене çĕнĕрен çĕклесе çирĕппĕн аталантарас çул çинчи сыпăк кăна. Шанатăп, пурте пĕрле эпир пирĕн хальхи пурнăçшăн, ачасемпе мăнуксен пуласлăхĕшĕн тата ытларах çитĕнÿсем тума пултарăпăр.

А.КРЯЖИНОВ.



АУ "Редакция Янтиковской районной газеты "Ял есчене"
31 июля 2020
15:30
Поделиться