Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Амăшĕн ăшшине, ашшĕн хÿтлĕхне туяççĕ

Амăшĕн ăшшине, ашшĕн хÿтлĕхне туяççĕ

«Ачалăх — телейлĕ вăхăт» ятпа ЧР вĕрентÿ министерстви ирттернĕ онлайн-конкурса Енĕш Нăрвашри Светланăпа Владимир Михайловсен 4 усрав ачи хутшăннă.

Анастасияпа (7 класс) Мария (6 класс) Павловасем — пĕртăвансем. Анастасия хăй çырнă сăввине «Аннене» ят панă. Вăл çемьере чи асли, кĕçĕннисемшĕн пур енĕпе те ырă тĕслĕх пулма тăрăшать. Пĕр хутчен кăна мар конкурссенче мала тухнă. Унăн хайлавне çак номинацире иккĕмĕш вырăнпа хакланă.

Тепĕр номинацире вара 4 хĕрачи те — Павловасемсĕр пуçне Анастасия Смеловапа (2 кл.) Виктория Александрова (3 кл.) — пултарулăхне кăтартнă. Анне çинчен çырнă сăвва пĕрле каланă, театрализаци енĕпе илемлетсе пуянлатнă хăйсен программине. Кашни йĕркине çепĕççĕн вуласа юратнă çыннине тав тăваççĕ вĕсем. Виççĕмĕш вырăна тивĕçсе дипломсемпе, парнесем парса хавхалантарнă маттур хĕрачасене.

Светлана Николаевнапа Владимир Петрович обществăлла ĕçсене хастар хутшăнса ачисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăни куçкĕрет. Фольклорпа çыхăннă уявсенче хĕрĕсем те ялти артистсемпе пĕрле тухаççĕ сцена çине. Сăмах май, С.Михайлова хĕрарăмсен канашĕн председателĕ шутланать. Çемье пысăккине пăхмасăр пур ĕçре те хастарлăх кăтартать. Хăйсен ывăлĕ Леонид çемьеленнĕ, ачи 1-мĕш класа каять. Канашра пурăнаççĕ. Маларах усрава илнĕ 3 ачи вăтам шкултан вĕренсе тухнă: 2-шĕ аслă пĕлÿ илнĕ, тепри малалла ăс пухать. Пĕрле пуçтарăнсан вара кил-çурт хаваслă сасăпа тулать.

—Каçарăр та, Светлана Николаевна, халĕ сирĕн çемьере хĕрачасем тăваттăнтан, тăван ашшĕ-амăшне аса илеççĕ-и? Тунсăхламаççĕ-и?—сăмаха майĕпен шутарса ыйтатăп нумай ачаллă амăшĕнчен.

—Амăшĕсем килсе çÿреççĕ, хутшăнма чарман. Пире кунтах лайăх, ниçта та каймастпăр,—теççĕ вĕсем. Чăнах та, ĕнтĕ, Михайловсен кил-çурчĕ пысăк, çутă, хăтлă. Кил хуçи хĕрарăмĕ ял-йышра чыслă, хисеплĕ. Сăн-сăпачĕпе те, кăмăлĕпе те илĕртÿллĕ, мĕн пĕчĕкрен ачисене типтерлĕ-хе, ĕçе хăнăхтарса ÿстерет. Унсăр пуçне таланчĕсене малалла аталантарма хăйĕн-чен мĕн килнине пĕтĕмпех тăвать. Амăшĕн ăшшийĕ, чун илемĕ пурин валли те çитет. Ашшĕн хÿтти те, тĕрекĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Иккĕшĕ те ача-пăчана юратаççĕ вĕсем. Енĕш Нăрвашри Михайловсен çемйинче яланах ырлăх-сывлăх, ăнăçу, пысăк çитĕнÿсемпе çĕнтерÿсем пулччăр.



АУ "Редакция Янтиковской районной газеты "Ял есчене"
21 августа 2020
14:57
Поделиться