Ку паттăрлăх ĕмĕрлĕхех асра юлĕ
Паллă ĕнтĕ, Чăваш Республикин ертÿçи Олег Николаев 2021 çула Сăрпа Хусанти хÿтĕлев рубежĕсене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă. Ку ĕнтĕ ахальтен мар. Çитес çул çак хÿтĕлев сооруженийĕсене тума тытăннăранпа 80 çул çитет. Ку йышăну, чи малтанах, пĕтĕм халăхăн тылри паттăрлăхне ĕмĕр-ĕмĕр асăнмалла тăвасси, иккĕмĕшĕнчен, хамăрăн мăн асаттесемпе асаннесене, мăн кукаçисемпе кукамайсене калама çук йывăр вăхăтра, хĕллехи шартлама сивĕсенче, çав хÿтлĕх сооруженийĕсене кĕске вăхăтра туса çитернĕшĕн тав тăвасси, виççĕмĕшĕнчен, çак вăрçă вăхăтĕнчи аслă ăру тĕслĕхĕпе çамрăксенче патриотлăх тата Тăван çĕршывшăн мăнаçлану туйăмĕсене вăйлатасси.
Ку çеç те мар-ха. Фронтра çапăçакан пирĕн салтаксем еплерех паттăрлăх кăтартнине, Ленинград тата Мускав çывăхĕнче окопсем чавнине, хĕçпăшал тата çар хатĕрĕсем кăларакан заводсенче еплерех вăй хурса ĕçленине пурте лайăх астăватпăр ĕнтĕ. Анчах та тылра окопсемпе блиндажсем, тăшман танкĕсене малалла кайма чаракан траншейăсемпе дзотсем тата ытти хÿтĕлев точкисем, сăмахран, Сăрпа Хусан хÿтĕлев рубежĕсем тунине сахалăшĕ пĕлет. Çакна вара чăннипе вăрçă вăхăтĕнчи ĕç паттăрлăхĕн символĕ теме те пулать. Çак икĕ хÿтĕлев сооруженине тунă çĕрте 170 пин ытла çын тăрăшнă. Хÿтĕлев сооруженийĕн пĕтĕмĕшле тăршшĕ вара 300 километра тăсăлнă. Ку вăл Шупашкартан Мускава çитмелли çулăн çурринчен кăшт кăна сахалрах.
Оборона рубежне (каярах Сăр рубежĕ тенĕ) 1941 çул вĕçĕнче нимĕç çарĕсем Мускав патне çитнĕ кунсенче тума пуçланă. Чăваш АССРĕнче вăл Сăр юханшывĕ хĕррипе Етĕрне районĕн- чи Засурское — Хĕрлĕ Чутайри Паньтăк — Улатăр районĕнчи Сурски Майдан ялĕсен çывăхĕпе иртнĕ.
Ĕçлекенсем 50-шарăн пайланса бригадăсемпе тăрăшнă. Кашни район çумне прораб участокĕ çирĕплетнĕ. Вĕсене ертсе пыма ВКП(б) Чăваш рескомĕн пĕрремĕш секретарĕсемпе райĕçтăвком председателĕсене янă. Вĕсене пĕтĕм ĕç-пуçа йĕркелесе пыма шаннă: ĕçлекенсене çывăхри ялсене, бараксене пурăнма вырнаçтармалла, çĕрпÿртсем тутармалла. Колхозсен апат-çимĕç продукчĕсемпе тата фуражпа, врач участокĕсене кирлĕ медикаментсемпе тивĕçтермелле пулнă.
Çарпа уй участокĕсем йĕркеленĕ, вĕсен центрĕсем Етĕрнере, Çĕмĕрлере, Пăрачкавпа Улатăрта вырнаçнă. 1941 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнчи ВКП (б) обкомĕн бюровĕн тата Халăх комиссариачĕн ятарлă канашлăвĕн йышăнăвĕпе кашни районăн хăйĕн çыннисене ĕç хатĕрĕсемпе (кĕреçесемпе, кирккасемпе, лумсемпе, кувалдăсемпе, пăчкăсемпе, тачкăсемпе, наçилккасемпе тата ытти инвентарьпе) тивĕçтермеллине палăртнă. Хÿтĕлев сооруженийĕсем тума кустăрмаллă 226 тата гусенициллă 77 трактор, 5 экскаватор янă.
Куçса çÿрекен госпиталь-изоляторсем, врач пункчĕсем, санитарипе дезинфекци отрячĕсем йĕркеленĕ. Çак тĕллевпе кирлĕ чухлĕ медицина ĕçченĕсем, медикаментсем, сурансене çыхмалли хатĕр-сем уйăрнă.
«Чăвашстройтреста» пулемет дзочĕ-сем валли 500 штук тимĕр бетон пайĕ-сем тума, артельсене пуртă-кĕреçе аврисемпе, йывăç кашăк-чашăкпа, çăпатасемпе, алсишсемпе тивĕçтерме задани панă. Сĕнтĕрвăрри тата Шупашкар районĕсенче чулсем кăларма, массăллăн вăрман хатĕрлеме пуçланă.
Малта пыракан участоксене, звеносене тата уйрăм ĕçченсене хавхалантармалли тытăм туса хунă. Ĕçне кура преми виçи 150 тенкĕрен пуçласа 1,5 пин тенкĕ таран пулнă. Сăмах май, вăл вăхăтра ĕне 2,5—3 пин тенкĕ тăнă. Прораб участокĕ-сенче куллен кирлĕ таварсем сутассине йĕркеленĕ. Çынсен ăшă та лайăх çи-пуç, урана тăхăнмалли пулман. Ĕçленĕ вăхăтра уйрăмах урана тăхăнмалли хăвăрт çĕтĕлсе юрăхсăра тухнă. Çавăнпах ĕнтĕ çынсем ыйтнипе çăпатасемпе пушăт сутассине йĕркеленĕ.
Пĕтĕм йывăрлăха, çанталăк сивĕ тăнине пăхмасăр, çынсем паттăрла ĕçленипе Сăр рубежне кĕске срокра — 45 кунра туса пĕтернĕ.
Олег Николаев Сăр хÿтĕлев чиккисене тунă строительсене асра тытас ĕçре йышăну тунă чухне çын факторĕ те витĕм кÿнĕ. Ача чухнех Олег Николаева кукашшĕ Сăр чиккине еплерех туни çинчен сахал мар каласа панă. Кукашшĕ хăй те çав вăхăтра çул çитменнипе фронта юрăхсăр пулнине кура çак ĕçе хутшăннă.
Олег Николаевăн пуçарулăхĕ вăхăтра пулнипе те паха, мĕншĕн тесен вăхăт хăйĕннех илет, çак чикĕсене тунă çĕрте вăй хуракансен йышĕ çултан-çул сахалланса пырать. Вĕсенчен пĕри вăл — Кузьма Трифонов, çитес çулхи февраль уйăхĕнче 90 çул тултарать.
Паянхи кун Кузьма Трифонович Сăр чиккине хăпартнă çĕрте ĕçленисенчен чипер сывă пурăнакан пĕртен-пĕр арçын тесе хăюллăнах калама пулать. Унран та ытларах, вăл çак хÿтĕлев линине хăпартнă чи çамрăк строительсенчен пĕри пулнă.
Мĕншĕн-ши çак вăхăтра йывăç хатĕр-лес, торф кăларас, хÿтĕлев сооруже-нийĕсене хăпартас ĕçсене 17 çул тултарнă çамрăксене кăна илнĕ?
— Эпир Элĕк районĕнчи Анаткас Сурăм ялĕнче пурăннă,—аса илет Кузьма Трифонович. — 1941 çулхи августăн 1-мĕшĕнче аттене фронта илсе кайрĕç. Килте анне, 15 çулхи аппа, эпĕ тата 2 çул тултарнă шăллăм аттесĕрех тăрса юлтăмăр. Кĕçех Леонтина аппана торф кăларнă çĕре илсе кайрĕç, эпĕ вара çемьере асли вырăнĕнче юлтăм.
Кузьма Трифонович хăйĕн çулĕсене кура мар, хыткан, кăвак тĕслĕ олимпийка унăн çăмăл атлетлă кĕлеткине аван кăтартать. Чи тĕлĕнмелли вара — вăл хăйĕн пурнăçĕнчи кашни самантне питĕ лайăх астуса тăни.
— Пĕррехинче, хĕлле, — каласа парать вăл, — пирĕн пата киле Владельщиков хушаматлă районти çар комиссариачĕн представителĕ кĕрсе тăчĕ. Анне вара ун чухне чирлĕ выртатчĕ. Владельщиков ăна хыттăн çапла хушрĕ: «Тăр! Сăр хĕрне окоп чавма каймалла». Эпĕ аннене хÿтĕ-леме сиксе тăтăм: «Еплерех вĕри вăл, аташать. Мĕнле кайтăр-ха вăл ĕçлеме?» Владельщиков ассăн сывларĕ те: «Мĕн тумалла-ха? Фашист кĕтмест». Темшĕн «фашист кĕтмест» текен сăмахсем манăн пуçра тарăннăн кĕрсе вырнаçрĕç. Эпĕ хăвăрттăн вырăнтан тăтăм та: «Тен, хамăн каймалла унăн вырăнне?» Владельщиков ман çине хакласа пăхнăн сăнарĕ те çапларах ыйтрĕ: «Мĕн тума пĕлетĕн?» «Йăлтах пĕлетĕп. Лашапа çÿреме те», — хурав патăм эпĕ. Тепĕр кунне эпĕ колхоз лашине кÿлтĕм, кăштах çимелли чикрĕм те çăпата сыртăм, кĕрĕк тăхăнтăм та Етĕрне еннелле çул тытрăм. Манпа пĕрле çуна çинче 6 çын пулнă — пурте хамăр ялти бригадăран.
Кузьма Трифонович хăй çĕр чавман. Ăна строительство ĕçĕсенче пысăк пĕлтерĕшлĕ вăй шутланнă лашасене пăхма шанса панă.
— Хамăн лашапа эпĕ вăрман турттарнă, — малалла каласа парать вăл. — Выльăха пăхсах тăмалла, çитермелле, ăшă шывпа шăвармалла, хаяр сивĕрен витĕпе хупламалла. Хĕлсем хаяр пулатчĕç вара, 40 градус таранчченех сивĕ тăратчĕ. Çĕр каçма çывăх яла каяттăмăр. Пÿртсенче, мунчасенче çывăраттăмăр. Паллах, пурин валли те вырăн çитместчĕ, час-часах урайĕнче выртма тиветчĕ.
Сăр хÿтĕлев чиккисенче еплерех условисенче ĕçлеме тÿр килни çинчен Олег Николаева майăн 9-мĕшĕнче видеоçыхăну мелĕпе Елена Захарова та каласа панă. Вăрçă пуçланнă чухне вăл 17 çулта пулнă. 1941 çулхи кĕркунне ялти ватăсемпе, хĕрарăмсемпе ăна Сăр хĕрне окоп чавма ăсатнă.
— Сахал мар йывăрлăх тÿснĕ. Пĕррехинче сивĕ те йĕпе-сапаллă çанталăкра манăн çăпата саланса кайрĕ. Сивĕпе ура ним туйми пулчĕ. Алăпа хускатса ăшăтас терĕм — усси пулмарĕ, пурпĕрех урапа ярса пусаймастăп. Аран-аран айккине кайрăм. Ларатăп, йĕретĕп, малалла мĕн тумаллине пĕлместĕп. Çакна ыттисем курчĕç те мана йăпатса киле ăсатрĕç. «Ан, хурлан, йăлтах лайăх пулать», — терĕç. Çапла пĕр-пĕрне йăпатса пурăннă ĕнтĕ.
— Эпир туслă ĕçленĕ, — çирĕплетет тыл ĕçченĕн сăмахĕсене Кузьма Трифонович. — Сăр чиккине хĕрарăмсем тунă. Арçынсем сахал пулнă, ытларах — çара кайма юрăхсăр инвалидсем. Çавăнпа арçын аллисем уйрăмах паха пулнă. Мана асатте ачаранах тĕрлĕ ĕçе вĕрентнĕ. Пĕррехинче эпĕ пăчкă хăйрарăм. Ăна хăйранă хыççăн ыттисене ĕçлеме çăмăлрах пулчĕ. Çакăн хыççăн манăн тĕп тивĕç — пăчкă хăйрасси пулса тăчĕ. Пĕррехинче çапла хăйранă вăхăтра манăн сăмсаран юн тухма пуçларĕ — сахал çывăрнипе, ывăннипе пулчĕ çакă терĕмĕр ун чухне. Астăватăп, пĕр хĕрарăм ман пата пычĕ, сăмсаран юхнă юна сăтăрса илсе ыталаса илчĕ те йĕрсе ячĕ. Килте юлнă хăйĕн ывăлне аса илчĕ пулас.
— Çапла пурăннă эпир, ĕçленĕ, — кăшт чĕтрекен сассипе каларĕ Кузьма Трифонович медалĕсене кăтартса. Вĕсем унăн нумай. Чи хакли вара уншăн Сталин сăнĕллĕ «Наше дело правое. Мы победим» тесе çырнă медаль, унăн тепĕр енче «За доблестный труд в Великой Отечественной войне» тенĕ.
А.КРЯЖИНОВ.