Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ

Чăваш Республикин 2020—2025 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программинче палăртнă ĕçсем пурте Чăваш Енри халăхăн пурнăç шайне ÿстерессипе çыхăннă. Çирĕплетнĕ программăпа экономикăра, промышленноçра, строительствăра, ял хуçалăхĕнче, сывлăх сыхлавĕнче, вĕренÿре, ытти сферăсенче кашни муниципалитетăн аталану планне çирĕплетнĕ. Тăвай районĕнче хальхи вăхăтра мĕнлерех ĕçсем пурнăçланаççĕ, малашлăхра мĕнле тĕллевсем тăраççĕ? Çакăн çинчен каласа пама Олег Николаевăн районти халăх штабĕн членĕнчен, «Пĕрлештернĕ клубсен системи» муниципаллă бюджетлă культура учрежденийĕн ертÿçинчен Арина Юрьевна Алексееваран ыйтрăмăр.

—Арина Юрьевна, 5 çуллăх комплекслă программăпа килĕшÿллĕн хальхи вăхăтра районта пурнăçлакан ĕçсенчен пуçлар пулĕ калаçăва.

Эсир культура сферине ертсе пынă май, ку тытăмра пурнăçланмалли ĕçсене лайăх пĕлсе тăратăр.

— Кăçал пирĕн районшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ çул. Урама тухнă-тухманах эпир йĕри-тавра хĕрÿ ĕç пынине куратпăр. Масштаблă проектсем пурнăçа кĕртни, паллах, район çыннисене савăнтарать, хавхалантарать. Чи малтанах çакна палăртмалла, 5 çуллăх программăна ĕçе кĕртсе районта инфратытăмпа çыхăннă 32 проекта пурнăçлама палăртнă, вĕсене ĕçлеттерме 761 млн та 600 пин тенкĕ кирлĕ. Коммерципе çыхăннă 8 проект (105 млн та 400 пин) хатĕр-ленĕ. «Культура» наци проекчĕ шайĕнче районта ырă улшăну чылай пулчĕ. 1979 çулта хăпартнă районти культура çуртне çĕнĕ сăн-сăпат кĕртес тесе кăçал чылай укçа-тенкĕ уйăрса панă. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, çурта ăшă тытмалла тунă тата йĕри-тавра çутă керамогранитпа илемлетнĕ. Кивĕ йышши йывăç чÿречесене пластикран калăпланисемпе улăштарас ĕç те пуçланнă пирĕн клубра. Малашне куракансем те, артистсем те: «Кунта питĕ сиввĕ»,— тесе асăрхаттармĕç. Куракансем валли çĕнĕ çемçе йышши сĕтел-пукан, инвалидсем валли ятарлă оборудовани, çутă тата сасă хатĕрĕсене те вырнаçтарма пуçланă эпир, концертсем валли чăваш тумĕ те çĕлеттеретпĕр. Çитес çул шалти пÿлĕмсене те хăтлăх кÿрĕç наци проекчĕпе килĕ- шÿллĕн.

Культура çуртĕнче выр-наçнă тĕп библиотекăра та пысăк калăпăшлă юсав ĕçĕсем пулчĕç çу кунĕсенче. Пÿлĕмсене хăтлăх кÿнисĕр пуçне, ăшă системипе çутă хатĕрĕсене, чÿречесене ылмаштарнă. Çĕнĕ сĕтел-пукан таврашĕпе пуянланнă. 1330 пин тенкĕлĕх ĕç тунă вулавăшри условисене лайăхлатма.

—Культура çурчĕн территорине илсен, районта уявсем иртекен лапам палăрмаллах улшăннине сăнама пултаратпăр. Кивĕ конструкци тытăмĕсене пăсса тата лапама ятарлă техникăпа пысăклатса брусчаткă хунă, çутă юписем вырнаçтарчĕç, çĕнĕрен асфальт сарчĕç пĕлтĕр. Кăçал та кунти ĕçсем малалла тăсăлаççĕ, ав.

—Чăнах та, пĕтĕм ентешсемпе савăнмалăх чаплă йышши пысăк сцена, илемлĕ те канма меллĕ саксем, çÿп-çап савăчĕ-сем вырнаçтарчĕç. Çак кунсенче çĕнĕрен купаласа хăпартнă фонтана та шыв ячĕç. «Я люблю Янтиково» ятлă стела вара районăн уйрăм палли пулма тивĕç. Калăпăшĕ те пысăк унăн, республикăри чи пысăк стелăсенчен пĕри вăл. Клуб территорине пырса кĕнĕ çĕрте автомашинăсем лартмалли çĕнĕ вырăнсем туса хучĕç. Рекламăпа пĕлтерÿсем валли ятарлă икĕ билборд вырнаçтарнă. Кăçал 3473 пин тенкĕ укçа уйăрса панă ку ĕçе пурнăçлама. Савăнаççĕ илемшĕн ял çыннисем. Çапла Тăвайри культура çурчĕ умĕнчи лапам кашни кунах хăтлăланса пырать, çитес çул кунта ача-пăча площадки, çĕнĕ палăк та вырнаçтарĕç.

Енĕш Нăрвашри культура çуртне юсас ĕçсем те пыраççĕ. Кăçал çак ялти республикипех паллă культура объекчĕ, 1837 çулта Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев уçнă шкул та пысăк юсава кĕтсе илчĕ. Федераци хыснинчен уйăрнă 7097 пин тенкĕ укçапа çу каçах реставраци ĕçĕсем пурнăçланчĕç. Районта юлашки çулсенче хăпартнă Çĕнçырмапа Чутейри клубсем халăха туллин тивĕçтернине палăртса хăвармалла. Асăннă программăна пурнăçа кĕртсе Ишпуç тата Нÿшкасси ялĕсенче çĕнĕ клубсем хăпартмалла тесе çирĕплетнĕ республика ертÿçи хăйĕн суйлав умĕнхи программинче.

—Çĕршыв пуласлăхĕ çирĕп пуласси ачасене пур енлĕн аталантарнинчен те нумай килет.

—Музыка, спорт енĕпе аталантарсан, ачан ăс-хакăлĕ те пуян, ÿт-пĕвĕ те çирĕп пулать. Районти искусство шкулĕнчи кăçалхи юсав хыççăн (кунта патшалăх 1582 пин тенкĕ уйăрнă) çĕнĕ вĕренÿ çулне хăтлă пÿлĕмсене пуçтарăнĕç. Спорткомплекс территорийĕнчи иртнĕ ĕмĕрĕн сакăрвуннăмĕш çулĕсен вĕçĕнче хута кайнă спорт шкулĕн çуртĕнче ăшă пăрăхĕсем кивелнипе кунта чылайранпа ĕнтĕ нимĕн-ле ăмăрту та иртмен. Кунти капиталлă юсав калăпăшĕ 11492 пин тенкĕпе танлашать. Çывăх çулсенче Тăвай шкулĕ çумĕнче пуçламăш классем вĕренмелли 300 вырăнлă çĕнĕ корпус та çĕкленĕ.

—Пирĕн районта çул-йĕр ыйтăвĕ çивĕччисенчен пĕри...

—Çул-йĕр лайăх пулни яла хăтлăх кÿрет. Ку тытăмра та хальхи вăхăтра районти ялсенче пысăк ĕçсем пурнăçланаççĕ. Уйрăмах кăçал ял халăхĕ ырă улшăнусене сăнаса республика ертÿлĕхне тав сăмахĕ калать. Тĕслĕхрен, хальхи вăхăтра Тăвайри Союзная урамри çула çĕнĕ асфальт хунă. Ленин проспектĕнчи, Чапаев урамĕнчи ĕлĕкхи тротуарсене сарлакалатаççĕ. Ленин проспектĕнчи 44,46, 48, 50, 38А, 38Б çуртсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртме пуçланă. Апла пулсан, ку чухнехи микрорайонсенчи чаплă площадкăсене хулара кăна мар, хамăр ялта та курса савăнатпăр. 8882 пин тенкĕ уйăрнă çак ĕçсем валли. Çак кунсенче эрнесерен иртекен ĕçлĕ канашлура Кушкă ялĕнчи «Аниш» трассăн çулне юсас ĕç пуçланни çинчен пĕлтернĕ

(10330 пин тенкĕлĕх). «Тăвай—Кайпăç—Вăтаяль, «Тăвай—Кайпăç—Кармал, «Тăвай—Чутей—Кайпăç—Ишпуç», «Тăвай—Чутей—Кайпăç—Амалăх» çулĕсене те тĕпрен юсассине вĕçлеме палăртнă.

Çĕнĕ çулсем те хушăнĕç районта. Планра — Вăтаялĕн-чи Ленин, Чапаев, Школьная урамсенчи, Тĕмер ялĕнчи Николаев урамĕнчи çулсем. Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕшĕн палăртнă ĕçсен шутĕнче — «Аниш» автотрассăри «Тăвай-Чутей—Кайпăç» çулне çутăпа тивĕçтересси.

—Районта çапла комплекслă программăна пурнăçлас ĕçсене хĕрÿллĕн пуçăнни яр уççăнах сисĕнет...

—Çапла. Куллен ĕçе утнă чух райцентрта тата тепĕр калăпăшлă объект çĕкленнине савăнса сăнатăп. Биологи мелĕпе каяш шывĕсене тасатакан станци тăвасси кал-кал пырать. 42509 пинлĕх тендер выляса илнĕ подрядчик ĕçе тивĕçлĕн пурнăçлама тăрăшать.

Çулталăк вĕçĕнче талăкне 500 куб. метр каяш шыва тасатакан станци ĕçлесе каймалла. Çак объект федерацин «Экологи» наци проектне кĕрекен «Атăла сыватасси» регион проекчĕпе пурнăçланать.

Чăнах та, мĕн чухлĕ хĕрÿ ĕç-пуç пурнăçланать пирĕн районта. Çакна асăнса хăварни вырăнлă пулĕ, юлашки çулсенче «Пуçаруллă бюджет» программи вăй илсе пырать, халăх хăй те ял хутлăхне лайăхлатма укçа хывать. «Халăхăн пурнăç пахалăхĕ çÿллĕ шайра пултăр тесе республика ертÿлĕхĕ нумай вăй хуни куçкĕрет. Харăсах çакăн чухлĕ проект пурнăçлани хальлĕхе пирĕн районта пулман-ха»,—тесе палăртаççĕ хăйсен шухăшне аслăрах ÿсĕмри çынсем. Республикăна вăхăтлăх ертсе пыракан Олег Николаев тимлĕх уйăрман пулсан, пирĕн район проблемисемпе интересленсе вĕсене татса памалли çул-йĕре тĕпчемен пулсан çак пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пулмастчĕç пуль тесех шухăшлатăп.

«Тĕллев пулсан, çулĕ тупăнать», —тенĕ ваттисем. Сентябрĕн 11—13-мĕшĕсенче эпир Чăваш Ен Пуçлăхне тата вырăнти хăй тытăмлăх депутачĕсене суйлатпăр. Сăмаха ĕçпе çирĕплетекенсене, халăх шанăçне тÿрре кăларакансене çул парасчĕ...



АУ "Редакция Янтиковской районной газеты "Ял есчене"
05 сентября 2020
14:00
Поделиться