Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Шкултанах спортпа туслă

Шкултанах спортпа туслă

Хаçатăн иртнĕ номерĕсенче Татьяна Акимова биатлонистка Сочири тренировкăсене хутшăнни çинчен çырнă хыççăн Тĕмертен темиçе çын та шăнкăравларĕ. «Эпир хамăрăн Алексей Петров биатлонист çинчен пĕлесшĕн, Канашра пурăнаççĕ пулин те, çемйипе ялти хуçалăхне те пăхса тăраççĕ»,— интересленеççĕ çамрăксем.

Алешăн ашшĕпе амăшĕ Сергей Васильевичпа Альбина Алексеевна Тĕмерпе Кармал ялĕсенче çуралса ÿснĕ. Вăтам шкулта пĕрле вĕреннĕ, çавăн чухнехи туслăх юратăва куçса, каярах мăшăрланнă вĕсем. С.Петров пилĕк, А.Федорова (хĕр чухнехи хушамачĕ) çичĕ ачаллă çемьесенче çитĕннĕ. Халĕ Петровсен хăйсен виçĕ ача, тăватă мăнук ÿсет. Çемье хăйсен ĕçне уçнă, вĕсен «Дубрава» магазинне тăвайсем лайăх пĕлеççĕ, таварĕсемпе кăмăллă.

Аслă ывăлĕ Алексей Тĕ-мертех ÿснĕ темелле. Ашшĕпе амăшĕ ал-ура çавăрса яриччен асламăшĕпе аслашшĕ пăхнă. Сăмах май, çемйипех спортпа туслă вĕсем. Петровсен кĕçĕн класра вĕренекен Александр та аслисен ырă тĕслĕхне ăша хывма тăрăшать. Йĕлтĕрпе чупма юратать. Ирина хĕрĕ çемьеленнĕ, виçĕ ачаллă ĕнтĕ. Кил хуçине Сергей Васильевича илес пулсан, спортпа шкул саккинченех туслашнă. Хăйĕн çуралнă ялĕнче Тĕмерте те, Канашра та спонсорла пулăшу парса тĕрлĕ ăмăртусем йĕркелет: футболла, волейболла, хоккейла выляссипе, йĕлтĕр- пе чупассипе. «Петров ski» стартсене Чăваш Енрен кăна мар, Атăлçи федераллă округри çывăхри регионсенчен те хутшăнаççĕ. Йĕлтĕр спортне кăмăллакан ветерансен Туслăх кубокĕн спонсорĕ те вăлах пулнине пĕлтерес килет. Сергей Васильевич хăй те, çемйипе те тĕрлĕ шайри чемпионатсенче нумай хутчен палăрнă.

«Спорт — сывă пурнăç йĕрки» проектпа килĕшÿллĕн, ача-пăча спорт учрежденийĕсенче час-часах пулать. «Космонавт» кану лагерĕнче — яланах кĕтнĕ хăна вăл. «Спорт чир-чĕре сирет, сывлăха тĕреклетет, çынсене пĕрлештерет»,—тет спорт юхăмĕн активисчĕ.

Петровсен аслă ывăлĕ Алексея илес пулсан. Чăваш Енре чылайăшĕ лайăх пĕлет ăна. Вăл — спортсмен-профессионал. Биатлон енĕпе Раççей кубокĕшĕн кĕрешсе темиçе хутчен призерсен йышне кĕнĕ. Иртнĕ çулсенче Пушкăрт Республикин команда составĕнче тупăшнă. 2018 çулта биатлонпа Раççейри хĕллехи чемпионатра эстафетăра ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Халĕ Алексей Сергеевич Раççейри пĕрлештернĕ командăн резерв составĕнче. Ку та пысăк чыс ялти спортсменшăн. Тинтерех вăл Ярославль облаçĕн-че çĕршыври çуллахи биатлон ăмăртăвĕсене хатĕрленнĕ. Килте пĕр эрне пулнă хыççăн, халĕ тренировкăсене Сочире тăсать. Пушкăрт хĕрне кăмăлланă чăваш каччи.

Часах Раççейри çуллахи биатлон ăмăртăвĕсем пуçланаççĕ. Ăнăçу сунатпăр чăваш спортсменĕсене.



АУ "Редакция Янтиковской районной газеты "Ял есчене"
11 сентября 2020
15:31
Поделиться