Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Телейлĕ çемье

Телейлĕ çемье

Район центрĕнче тĕрлĕ магазин тивĕçтерет çынсене. Вĕсенчен пĕри — «Çĕнçырма çимĕçĕсем» ятлă.

Иртнĕ çулхи ака уйăхĕнче уçрĕ вăл алăкĕсене. Çĕнĕлĕх пирĕнтен кашнинех интереслентерет ĕнтĕ. Пĕрре, тепре кĕрсе курать те туянакан, тавар хакĕсем тивĕçтерсен, сутуçăсем кăмăллăн калаçсан, тăтăшах унта çÿреме тытăнать вара. Аш-какайран туса хатĕрленĕ çимĕçсене кашни кун илсе килеççĕ иккен кунта. Ытти тавар та çителĕклех магазинта. Эльвира Сормовапа Татьяна Ефимова сутуçăсем ăшă кулăпа кĕтсе илеççĕ те, татах килме сĕнсе ăсатаççĕ.

—Эсир сутакан çимĕçсем (полуфабрикатсем) Çĕнçырмаран-им?—интереслентĕм пĕринче.

—Çапла, Çĕнçырма ялĕнче пурăнакан Семен Витальевич Нилов йĕркеленĕ магазинри ĕçе,—пулчĕ хурав.

Ниловсем Çĕнçырмари Пушкин ячĕллĕ урамра çи- рĕп кил-хуçалăх йĕркеленĕ, выльăх-чĕрлĕх çитĕнтереççĕ, пахчинче тĕрлĕ çимĕç туса илеççĕ. Çемье пуçĕ темиçе çул каялла хăйĕн ĕçне йĕркелеме тĕллев тытнă. Çĕнçырмари пуçламăш классене вĕрентнĕ шкулăн кивĕ çуртне илнĕ те, аш-какайран тĕрлĕ полуфабрикат хатĕрлеме пуçланă унта. Малтан ытти ялсенчи предпринимательсен магазинĕсене сутма сĕннĕ вĕсем япалисене. Иртнĕ çул вара хăйсен магазинĕ ĕçлессине йĕркелеме май тупнă.

Кунсăр пуçне Семен Витальевич обществăлла ĕçсенче те ырă тĕслĕх кăтартать, ял старостине, районти депутатсен Пухăвĕн депутатне суйланă ăна. Нумаях пулмасть Ниловсем пуçарнипе субботник турĕç, тавралăха тирпейлерĕç пĕрле пуçтарăнса.

Кил хуçин мăшăрĕ, Инесса Александровна, Тăвайри «Радуга» шкулчченхи учрежденире тăрăшнă. Халь ачапа ларать, пĕчĕк Иван икĕ çулта кăна-ха. Валерияпа Антон Элпуçĕнчи вăтам шкула пĕлÿ илме çÿреççĕ. Çемье телейĕ пуянланса пытăр тесе куллен тимлет хĕрарăм.



АУ "Редакция Янтиковской районной газеты "Ял есчене"
17 октября 2020
10:22
Поделиться