Сĕт нумайрах
Кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче республикăри тата хамăр районти тĕрлĕ харпăрлăхлă хуçалăхсенче сĕт туса илесси чылай ÿснĕ. Çак паха продукцие 309,5 пин тонна е иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 3,7 процент нумайрах туса илнĕ. Асăннă тапхăрта ял хуçалăх организацийĕсенче кашни ĕнерен вăтамран 4408 килограмм е 7 процент ытларах сĕт сунă.
Пирĕн районта сĕт туса илесси иртнĕ çулхи сакăр уйăхринчен 11,5 процент ÿснĕ, 1108,9 тонна хушăннă, пурĕ 10741,5 тонна суса илнĕ. Асăннă тапхăрта кашни ĕне пуçне 246,8 килограмм нумайрах сĕт суса илнĕ, продуктивлăх 4422 килограма çитнĕ, 6 процент хушăннă. Пĕтĕмĕшле сĕт туса илесси те, ĕнесен продуктивлăхĕ те ял хуçалăх предприятийĕ-сен пысăкрах.
Сĕт отраслĕнчи ÿсĕмсен сăлтавне селекципе ăрат ĕçне лайăхрах йĕркеленипе, паха апат нумайрах хатĕрленипе, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илмелли технологисене çĕнетсе, выльăхсене пăхса усрамалли условисене аванлатса пынипе ăнлантараççĕ. 2020 çул пуçламăшĕнчен тытăнса ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕ-сене субсиди кашни литр сĕтшĕн шутласа 244,7 млн, ăратлă выльăхсем туянма тата пăхса усрама 87,3 млн тенкĕ панă.
Кăçалтан комбикорм предприятийĕсем йĕркелесе яма, 200 пуç таран усрамалли ĕне витисем тума патшалăх пулăшăвĕн çĕнĕ формисене ĕçе кĕртнĕ. Кил хуçалăхсенчи ĕнесене пăхса усрама тухакан тăкаксен пĕр пайне саплаштарма республика бюджетĕн-чен кăçал субсиди уйăрнине ĕне тытакансем лайăх пĕлеççĕ. Çаксем пурте выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес, сĕт туса илессине ÿстерсе пырас ĕçе ырă витĕм кÿреççĕ.