Асăмăртах окоп чавнисен паттăрлăхĕ
Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунăранпа 80 çул çитет, республикăра 2021 çула çак пулăма халалланă май ăна паллă тăвассипе çыхăннă мероприятисен марафонĕ пуçланать.
Сыхлăх сооруженийĕсем вăрçă вăхăтĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Арçынсем фронтра çапăçнă май вĕсене хĕрсемпе хĕрарăмсен вăйĕпе тунă: «кунта çынсем 40 градуслă сивĕре йывăр ĕçпе тарланă», «юн ал тупанĕсенчен юхнă»,—ĕçри тĕлĕнмелле паттăрлăх!
...1941 çулхи кĕркунне фашист çарĕсем Мускав хули патне çывхарсан, масштаблă хÿтĕлев чиккисене тума пуçланă. Сăр хÿтĕлев сооруженийĕ Етĕрнепе Хĕрлĕ Чутай тата Улатăр районĕсенчи ялсем çумĕпе иртсе кайса Чăваш АССР чикки таран тăсăлнă. «Хусан таврашĕ» хÿтĕлев сооруженийĕ вара Мари Эл Республикинчи Звенигово шыв кукринчен пуçланса Сĕнтĕрвăрри, Куславкка районĕсенчи ялсен çывăхĕпе пырса, Вăрмар районĕнчи Энĕшпуçпе Арапуç ялĕсем урлă Тутарстан чиккине çитнĕ. Тăвай ен территорийĕнче (Тăвай, Мучар ялĕсем урлă) те тунă хÿтĕлев сооруженийĕсене. Чăваш Енре асăннă чикĕсен тăршшĕ 380 километр чухлĕ пулнă, пурĕ 5 миллион кубла метр тăпра кăларнă, хĕçпăшалпа пемелли вырăнсем, окопсем, çĕрпÿртсем нумай тунă, канавсем чавнă. Вĕсене тума пурĕ 171450 рабочи мобилизациленĕ. Кунсерен вăтамран 85 пин çын ĕçленĕ хÿтĕлев сооруженийĕсем тăвассипе, хушăран ку кăтарту 110 пине çитнĕ. Йĕрке тăрăх 17 çултан çамрăк маррисен, сывă çынсен кăна ĕçлемелле пулнă унта. Анчах тĕрĕссипе çак йывăр ĕçсенче 15—16 çулхи ачасем те, хĕрарăмсем те асапланнă. Талăкра 10 сехет, канмалли кунсемсĕр, выçăллă-тутăллă, 40 градус сивĕре ĕçленĕ, пурĕ 45 кунта тунă çавнашкал хăватлă конструкцине.
Юнкун, юпа уйăхĕн 28-мĕшĕн-че, «Строителям безмолвных рубежей» акци пуçланнă Чăваш енре. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе Сăрпа Хусан хÿтĕлев сооруженийĕсене тунă çынсен паттăрлăхне халаллаççĕ тепĕр çула. Куславкка районĕнчи Аслă Куснар ялĕ па- тĕнче, М—7 федераци çулĕ çывă- хĕнче, 3 гектар çĕр çинче «Строителям безмолвных рубежей» асăну комплексне тăвасшăн. Сăмах май палăртса хăвармалла, пирĕн районта вара Тăвай сăрчĕ çинче, вăрçă вăхăтĕнчи шартлама сивĕре хÿтĕлев сооруженийĕсем тăвассипе вăй хунисен тÿсĕмлĕхне халалласа, темиçе çул каялла стела тунă. Çуллен, Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн, пĕрле пухăнса митинг йĕркелеççĕ унта. Йывăр ĕçе тÿснисем çав кунсене аса илсе куççуль витĕр каласа кăтартаççĕ. Шупашкарти оперăпа балет театрĕнчи акцине Ленинград облаçĕнчи делегаци хутшăннă. Унта тăпраллă капсулсене улăштарнă. «Невский пятачок» лапамĕнче чăвашсем те çапăçнă, хăнасем çав вырăнти çĕре илсе килнĕ. Пирĕн республикăри хÿтĕлев сооруженийĕсем патĕнчи тăпрана вара аякран килнисене панă. Юрăпа ташă ансамблĕ хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарнă. Улатăрпа Çĕмĕрле хулисенчи, асăннă паттăрлăха палăртса, театрализациленĕ флешмоба тÿрĕ эфирта кăтартнă. «Жизнь» мультимеди куравĕпе те кăмăллă юлнă пухăннисем. Ку курав чÿк уйăхĕн улттăмĕшĕччен тăсăлать. Сăрпа Хусан хÿтĕлев сооруженийĕсене тунă çынсен паттăрлăхне асăнса шкулсенче Эрне ирттерессине йĕркеленĕ. Ÿкерчĕксен, сочиненисемпе эссесен конкурсĕсене хутшăннă ачасем. Паттăрлăх урокĕсенче çитĕнекен ăру тылри çынсен харсăрлăхĕпе паллашнă. Тăван çĕршыв Аслă вăрçи вăхăтĕнчи пулăмсене кинохроникăра пăхнă. Сăрпа Хусан хÿтĕлев сооруженийĕсем тăрăх экспедицисем йĕркеленĕ чухне тупнă экспонатсене шкулсенчи музейсенче курнă. «Мы помним, чтим, гордимся» конкурса шкулчченхи учрежденисенче йĕркеленĕ.
Тăвай енре пурăнакансем те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă, шартлама сивĕре те окоп чавнă çынсен ячĕсене асра тытаççĕ. Юнкун пирĕн культура ĕçченĕсем флешмоб ирттернĕ ытти районсемпе пĕрле. Ун пирки тепĕр номерте пĕлтеретпĕр.
1941—1942 çулсенче Тăвай районĕнче Хусан тавралли хÿтĕ-лев сооруженине чавма тытăннă.
Федор Павлович МИХАЙЛОВ, Йăнтăрчă ялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ.
— Çичĕ метр сарлакăш, 3 метр тарăнăш сооружение танксене чарма хатĕрлетчĕç. Районти штаб Йăнтăрчăри шкулта вырнаçнăччĕ. Трасса чавакансене çывăхри шкулсене хваттере ячĕç. Эпир Енĕш Нăрвашри 17 çынна йышăнтăмăр. Ун чухне урайĕнчех çывăрнă, аçам, ермек сарнă, тăлăппа витĕннĕ. Чавакансем шăнса кÿтсе килни те пулнă. Урисенче çăпатаччĕ. Чăлхисем йĕпенетчĕç, кăмака тавра çакса типĕтетчĕç. Çимеллине килĕсенчен илсе килетчĕç вĕсем. Колхоз пĕр хутчен вĕри апат çитернĕ. Халăх киличчен анне пурпĕр пĕçерсе хуратчĕ.
—Эпĕ 7—8 çултах колхоза ĕç-леме çÿренĕ. 1-мĕш класра вĕреннĕ чухне ыттисемпе пĕрле пучах пухма каяттăмăр, çум та çумланă. 1941 çулта пиччепе пĕрле трасса чавакансене ĕçе леçеттĕмĕр, икĕ лав кÿлсе каяттăмăр. Ун чухне трассăпа пĕрле дивизи валли штаб-окоп чавнă.
Тăватă енчен анса хăпармалли картлашкасем пурччĕ унта. Салтаксем валли пурăнмалли вырăн та пулнă. Окоп тарăнăшĕ — 30 метр. Эпир унта выляма та кайнă, лумсем илсе килеттĕмĕр. Вĕсем килте халĕ те пур. Кайран штаба бульдозерпа тĕксе хупласа хучĕç, веçех çĕр айне турĕç.
Федор Павлович Михайловăн амăшĕ, Санюк аппа трасса чавма кайман, колхоза ĕçлеме çÿренĕ. Ăна тата Ольга Черновапа Дарья Давыдована Тенеяльти уйра окоп чавма хушнă. Икĕ кун срок панă. Виçĕ хĕрарăм хушăва пурнăçланă. Вĕсем чавнă вырăн халĕ те упранса юлнă.
60-мĕш çулсенче вара окопа çĕрпе танлаштарма хушнă. Ун чухне Федор Павлович бригадирта тăрăшнă. Çав вырăн историе кĕрсе юлтăр, ун пирки çамрăк ăру пĕлсе ÿстĕр тесе окопăн пĕр пайне тăпрапа хуплаттарман. Унта вăл темиçе хут та йывăç лартнă. Анчах виçĕ хĕрарăм асапланса чавнă вырăнта хунавсем чĕрĕлмен.