Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Волонтерлăха тÿпе хывнăшăн

Волонтерлăха тÿпе хывнăшăн

Иртнĕ эрнере ырă ĕç тăвакансен юхăмне аталантарассипе ĕçлекенсен Республика Пуçлăхĕ çумĕнчи канашĕн ларăвĕ пулнă. Республикăри Аслă шкулсен ректорĕсем студентсем ырă ĕç тăвассин аталанăвĕн тата волонтерсен корпусĕсен ĕçĕсен программисене пурнăçа кĕртни пирки каласа кăтартнă. Студентсен волонтерлăхне аталантармалли «Свои» программăна кĕнĕ Ульянов ячĕллĕ ЧПУ.

Чăваш Енри апат-çимĕç фончĕпе аграрин аслă шкулĕнче пĕлÿ пухакансем пурĕ 20000 апат-çимĕç наборĕ хатĕрлесе панă йывăрлăхра пурăнакансене.

Пандеми вăхăтĕнче халăха пулăшмалли акцие республикăри 1500 волонтер хутшăннă. Тăван çĕршыв Аслă вăрçинче пулнисене тимлĕх уйăрнă, хăш-пĕрисене психологи тата ытти пулăшусем панă. Волонтер-активистсене ятарлă медальпе чысланă.

Пирĕн районтан та çак сума тивĕçнĕ. Екатерина Юрьевна Осокина (сăн ÿкерчĕкре ЧР Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа) Тăвайри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет, 8 «а» класс ертÿçи, районти çамрăксен правительствин членĕ, çамрăк педагогсен канашĕн председателĕ, районти мероприятисенче активлăх кăтартать.



АУ "Редакция Янтиковской районной газеты "Ял есчене"
06 ноября 2020
08:43
Поделиться