Ветерансем хисепре
![Ветерансем хисепре](https://fs01.cap.ru/www20/yantik/news/2020/11/14/25bc0e6c-6ba4-432e-8bd0-96fffbf2f41f/73441_rkt5vx3c.jpg?i=63)
АПК ветеранĕсен районти пĕрлешĕвĕ хăйĕн членĕсен пурнăçĕпе, кăмăл-туйăмĕпе тăтăшах интересленет. Çуралнă кунĕсемпе, юбилейсемпе саламласси те йăлана кĕнĕ.
Çак кунсенче Союз ертÿçи М.Я.Яковлев тата пĕрлешÿ членĕ-сем хăйсен ĕçтешне, нумай çул район администрацин пуçлăхĕнче тăрăшнă В.А.Ванеркене (сăн ÿкерчĕкре) çавра çулĕпе саламларĕç, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр, ăнăçу сун- чĕç. Асăнмалăх парне парса хавхалантарчĕç.
Общество ĕçĕсене хастар хутшăнма чĕнсе каларĕç.
АУ "Редакция Янтиковской районной газеты "Ял есчене"