Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕ — анне кунĕ

«Анне кунĕ» марафон пырать республикăра аннесен уявĕ умĕн.

Ăна республикăри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн председателĕ Наталья Николаева пуçарнă. Марафонăн тĕп тĕллевĕ — хĕрарăмсене аталанма майсем туса парасси, вĕсене хăйсем çинчен тата хăйсен чи лайăх енĕсем çинчен каласа пама пулăшасси. Çавăнпа та районти маттур та пултаруллă амăшĕсене марафон мероприятийĕсене хутшăнма чĕнетпĕр. Чылайăшĕ унта хутшăнса сăн ÿкерчĕксене социаллă сетьсенче вырнаçтарма та ĕлкĕрнĕ. Ыттисене те хас-тартарах пулма ыйтатпăр.

Социаллă сетьсенче сăн ÿкерчĕксене тĕрлĕ тематикăпа вырнаçтарма пулать. Вĕсем пирки тĕплĕнрех ВКонтакте социаллă сетьре «Союз женщин Чувашии» ушкăнра паллашма май пур.

Патшалăхăн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри — амăшлăхпа ачалăха пулăшасси, çемье институтне çирĕплетесси.

—Наци пуласлăхĕ — аннесенче, тесе питĕ вырăнлă каланă. Юратнă Тăван çĕршывăмăрăн тивĕçлĕ гражданĕсене, унăн чăн-чăн патриочĕсене пăхса çитĕн-тереççĕ амăшĕсем. Аннесен кунĕ çепĕçлĕхпе тата ăшă туйăмлăхпа палăрса тăрать. Пирĕнтен кашниех аннен ылтăнран та хаклăрах çутă сăнарне мĕн пĕчĕкрен хăйĕн чĕринче упрать, вăл пире яланах ăнланать, каçарать, ачашлать, шеллет тата ниме пăхмасăр юратать,—тенĕ Республика Пуçлăхĕ О.Николаев.

Аннесен уявĕ çывхарнă кунсенче пирĕн журналист районти ырă тĕслĕхлĕ тĕрлĕ çĕрте ĕçлекен хăш-пĕр амăшĕсемпе тĕл пулса калаçнă, кăмăл-туйăмĕ-семпе кăсăкланнă.

Çăкăртан асли çук

Пирĕн районта пурăнакансене çă- кăрпа, булка изделийĕсемпе «Тăвай çăкăрĕ» тулли мар яваплăхлă общество тивĕçтерет. Унта пурĕ 31 çын вăй хурать. Вĕсем пурте пултаруллă, хăйсен тивĕçĕсене аван пурнăçлаççĕ. Коллективăн кăтартăвĕсем пирки те лайăххине кăна каламалла. Хальхи вăхăтра çăкăр заводĕнче 100 тĕрлĕ продукци хатĕрлеççĕ. Çуллен çĕнĕ продукци кăларассипе те тимлеççĕ вĕсем. Районти уявсенчи куравсене çÿллĕ шайра йĕркелеççĕ, спорт мероприятийĕсенче те активлăх кăтартаççĕ. Коллектив ĕçне Татьяна Виталиевна Обаськина чылайранпа ăнăçлă йĕркелесе пырать. Вăтаялĕн-чи нумай ачаллă çемьере, 1970 çулта çутă тĕнчене килнĕ хĕр пĕрчи. Тăван ялĕнчи, Кармалти, Тĕмерти шкулсенче пĕлÿ илнĕ малтан. Аттестатлă пулсан Шупашкарти кооператив техникумне çул тытнă. 1989 çулта «Тăвайри кооператив» потребобществăра ĕçлеме пуçланă. Мускаври потребкоопераци университетĕн- че заочно майпа аслă пĕлÿ илнĕ. Киччĕ каччипе, Вениамин Николаевичпа çемье çавăрнă. Вăл Тăвайри полици уйрăмне ертсе пырать. Çак кунсенче «ЧР шалти ĕçсен органĕсен тава тивĕçлĕ сотрудникĕ» хисеплĕ ятлă пулчĕ çемье пуçĕ. Икĕ ывăл пăхса çитĕнтереççĕ Обаськинсем. Виктор Шупашкарти университетра наука тĕнчине штурмлать, Николай тăххăрмĕш класра вĕренет Тăвайри шкулта. Татьяна Виталиевнан наградăсем нумай. «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» норматива пурнăçланăшăн значок та илме тивĕçлĕ пулнă вăл. Нумаях пулмасть районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ пулма суйланă харсăрскере. «Чăваш автономи облаçне 100 çул» медаль парса чысланă çак кунсенче.

—Çăкăр пуриншĕн те пуç пулса тăрать, ăна хисеплеме вĕрентсе ÿстернĕ пире аннесем. Тăварсăр, çăкăрсăр апатăн тути çук. Çавăнпа пирĕн çăкăра хакламалла,—шухăшне пĕтĕмлетет юлашкинчен «Тăвай çăкăрĕ» тулли мар яваплăхлă обществăн директорĕ Т.Обаськина.

 

Хисепе тивĕçнĕ

доярка

Тăвай енре сĕт туса илесси иртнĕ çулхипе танлаштарсан ÿснĕ. «Выльăх- чĕрлĕх ĕрчетессине ял хуçалăх производствинче тухăçлă аталантарса пырассишĕн» номинацире пирĕн районти «Акконд-агро фирма» общество республикăра виççĕмĕш вырăна тухнă. Ку коллектива укçан премипе тата дипломпа наградăланă.

Машинăпа ĕне сăвакан Наталья Васильевна Ерастова оператор тÿ-пи те сахал мар ĕнтĕ кунта. 2011 çултанпа ĕçлет тăрăшуллă хĕрарăм «Акконд-агро фирма» обществăра, Кушкă ялĕнче пурăнать çемйипе. Тăрăшулăхĕшĕн, пысăк кăтартусемпе палăрнăшăн ЧР ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине, каярахпа РФ ял хуçалăх министерствин Тав çырăвне илме тивĕçлĕ пулнă.

Пĕлтĕр Наталья Васильевна Вăрнар районĕнче иртнĕ республикăри дояркăсен ăмăртăвне хутшăнса палăрнă. Пирĕн район хастарĕ, «Акконд-агро фирма» АО представителĕ Н.Ерастова, 20 оператор хушшинче чи нумай балл (94,61) пухса, республикăри конкурс çĕнтерÿçи пулса тăнă. Кĕркунне вара Пушкăрт респуб-ликинче Уфа çывăхĕнче вырнаçнă «Алексеевский» совхозри сĕт ферминче «Пĕтĕм Раççейри машинăпа ĕне сăвакан операторсенчен професси енĕпе чи лайăххи» конкурса хутшăннă. Вăл кунта та маттурлăхне кăтартнă, 100 балл илме май пур çĕртен 88,66 балл пухнă, 45 çула çитмен тата ĕç стажĕ 5 çултан пуçласа 14 çул таранхи, 68 регионри хĕрарăм-операторсем хушшинче чи маттурисенчен пĕри пулнă, нумай енлĕ тупăшса асăннă номинацире 6-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ, диплома тивĕçнĕ. Çĕршыв шайĕнчи конкурса ăна район администрацийĕн АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Е.Михайлова хатĕрленĕ.

Паянхи куна ачасен амăшĕ, Наталья Васильевна пĕр ĕне пуçне 6120 килограмм сĕт сăвать, çулталăка ăнăçлă вĕçлеме хатĕрленет. Унăн мăшăрĕ, Владимир Николаевич, «Акконд-агро фирма» обществăра механизаторта тăрăшать. Виçĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ Ерастовсем. Павел, Петр, Мария ят панă вĕсене ашшĕпе амăшĕ.

 

Уçă саслă

преподаватель

Пĕррехинче, таврара ăшă кунсем хуçаланнă чухне, Тăвай ялĕнчи спорткомплекс территорине уçăлма кайрăм каçпа. Симĕс çулçăллă йывăçсем хушшинче сывлăш сиплĕ, сывланăçемĕн сывлас килет. Çав самантра илемлĕ сасă илтĕнсе кайрĕ.

—Пахчара, çуркунне,

Каçхине каçăхса

Пилеш çинчен юр юрлаççĕ

Пилеш кайăксем,—текен йĕркесем кăмăла çĕклерĕç. Сопрано сасăллă çынсем питĕ сайра тĕл пулаççĕ. Юрăçсене ытларах сцена çинче итлеме хăнăхнă та, çутçанталăк ытамĕн-че кам шăпчăк пек шăрантарнине пĕлес килчĕ, тавралăха тимлесех сăнарăм. Тăвайри искусствăсен шкулĕн преподавателĕ Надежда Владимировнапа хĕрĕ Катя çывхарчĕç кĕçех. «Питĕ лайăх юрлатăр»,—тесе сăмах хушрăм хирĕç пулсан.

—Тавах, ырă сăмахсемшĕн,—тесе иртсе кайрĕç. Пĕтĕм тĕнчери аннесен кунĕ çывхарнă май кăçал çак сăнлăх тепĕр хут куç умне тухрĕ, ун хыççăн Н.Петрова сцена çинче юрланине пĕрре кăна мар итлесе савăнма тÿр килнĕ мана. Кашнинчех чунра ăшă туйăмсем çуратать вăл юрлани. Тăвайри культура çуртĕнче 40 яхăн çул ĕçленĕ, «Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçлĕ пулнă Валентина Валеряновна Александрован юратнă хĕрĕ вăл. 1978 çулхи декабрьте çутă тĕнчене килнĕ чиперкке. Амăшĕ юрă хыççăн юрă шăрантарнине итлесе ÿснĕ ĕнтĕ маттурскер.

Надежда Владимировна тăван ялти пĕлÿ тĕнчипе утнă чухнех искусство шкулĕнче ăсталăхне туптанă. 1995 çулта вăтам пĕлÿ илнĕ, аттестатĕнче лайăх паллăсем кăна хуçаланнă унăн.

—Сирĕн хĕрĕн сасси питĕ чаплă, Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине малалла вĕренме кĕртесчĕ ăна,—тесе сĕнÿ панă малтан Александровсене. Ун хыççăн 2005 çулта вара Н.Петрова Чăваш Ен тĕп хулинчи педагогика институчĕн алăкĕ-сене пысăк ĕмĕтпе уçнă. Аслă пĕлÿ илсен çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунă çамрăк хĕрарăм тăван ялĕнчи искусствăсен шкулĕнче. Вăл вĕрентекен ачасем республикăри, çĕршыври творчество конкурсĕсенче малти вырăнсем йышăннă. Надежда Владимировна хăй те тĕрлĕ тупăшусене хутшăнса палăрнă. Республика Пуçлăхĕн стипендине, Грантне те темиçе хутчен тивĕçлĕ пулнă. Кăçал тепĕр савăнăç пулчĕ ăшă кăмăллă преподавателĕн, Шупашкарти культура институчĕн «халăх художествин культури» факультетран вĕренсе тухрĕ, «5» паллăпа хÿтĕлерĕ диплом ĕçне — вĕтĕ шăрçасенчен тухья тунă вăл. Юратнă мăшăрĕ, Евгений Вячеславович Вăрнар поселокĕн- чи «Август» хими заводĕнче прорабра тăрăшать. Петровсен Катерина хĕрĕ тăххăрмĕш класа хĕрлĕ хуплашкаллă аттестатпа пĕтернĕ, вуннăмăшне каять кăçал. Амăшĕ пекех лайăх юрлать. Ывăлĕ, Ваня, виççĕмĕшĕнче пĕлÿ пухать, пиллĕксемпе кăна вĕренет. Аслă Александровсем хăйсен çывăх çыннисен кашни ÿсĕмĕшĕн хĕпĕртеççĕ, кирлĕ чухне пулăшма тăрăшаççĕ.



АУ "Редакция Янтиковской районной газеты "Ял есчене"
21 ноября 2020
15:30
Поделиться