Амăшĕнчен вĕренсе пыраççĕ
Анна Владимировна Игнатьева Тушкилти ача садĕнче 10 çула яхăн ĕнтĕ шăпăрлансене тутлă апат пĕçерсе çитерсе савăнтарать. Мăшăрĕпе Николайпа икĕ ывăлпа пĕр хĕр пăхса ÿстереççĕ. Асли, Артем, Шупашкарти А.В.Кочетков ячĕллĕ кадетсен шкулĕнче 3-мĕш çул вĕренет (7 класс). Артур Тушкил шкулĕнче 5 класра пĕлÿ пухать. Хĕр пĕрчийĕ Алина ялти ача садне çÿрет.
Амăшĕ пĕлтĕр ялти культура çуртне кар-çынкка çыхакансен кружокне çÿреме тытăннăранпа ачисем те çав ĕçпе кăсăкланма пуçларĕç. Кивĕ хаçат хучĕсенченех тем тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр çыхма хăнăхса пыраççĕ амăшĕн-чен.
Артур Игнатьев хăй янтăланă «Шăши» тата «Чăх» ĕçĕсемпе районти конкурсра I тата II вырăнсем йышăнса дипломсене тивĕçнĕ. Ĕçленĕ чух ачисен аллисен вылянăвне, çыпăçулăхне курса амăшĕн чунĕ хĕпĕртет. Ашшĕ мухтаса илни те хавхалантарать çамрăк ăстаçăсене.
—Анне, килте карçынкка çыхса нимĕн чухлĕ те укçа пĕтмест, кивĕ хутсене хулă пек йăваласа, лакпа сĕрме хамăр та пултаратпăр, кăткăсраххисене тума каярах пире шанма пуçлăн, акă,—тесе чĕвĕлтетеççĕ. Чăннипех маттур çамрăк кил хуçи хĕрарăмĕ. Пур çĕре те ĕлкĕрет, ĕçĕ унăн ачасене апатлантарассипе çыхăннă. Усăллă апат çиме тата тĕрĕс апатланма та вĕрентет ашшĕ-амăшне. Ĕçне юратать. Ытларах ачисемпе пулма тăрăшать пушă вăхăтра. Килте ватă амăшне ăшă кăмăлпа пăхса кун-çулне тăсаççĕ. Мария Ивановна çитес çул август уйăхĕнче 80 çул тултарать. Унсăр пуçне хăй культура çурчĕ çумĕнчи кружока та кăмăлласа çÿренине пĕлтерет Анна Владимировна. Коронавирус сарăлнă вăхăтра пĕчĕк ушкăнпа ĕçлессине йĕркеленĕ.