Ĕç ветеранне - 90 çул

Кăрлачăн 15 мĕшĕнче Тенеялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ Елизавета Васильевна Васильева 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Юбиляра хăнасем чун-чĕререн тухакан ăшă та çепĕç сăмахсемпе саламларĕç. Ял администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Алевтина Уськина та Елизавета Васильевăна турă пиленнĕ кашни кунпа киленсе пурăнма, çывăх çыннисен ăшшине, юратăвне, пулăшăвне туйса тăма сывлăх, иксĕлми вăй-хăват, телей сунчĕ. Раççей Президенчĕн саламĕпе пĕрле парнепе чысларĕ.
Елизавета Васильевна «Новый путь» хуçалăхра, Тенеялĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче тирпейлӳçĕре ĕçлесе пенсие тухнă. Хăйĕн ĕçне чун-чĕререн пурнăçланăшăн Тав хучĕсемпе медальсене те сахал мар тивĕçнĕ вăл. Мăшăрĕпе икĕ ывăлпа икĕ хĕр пăхса ӳстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паянхи кун Елизавета Васильевна ывăлĕн çемйипе хăтлă та тĕреклĕ кил-çуртра килĕштерсе пурăнать, ял çинче те хисеплеççĕ Васильевсене.