Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

«Туслăх хĕлхемĕ» конкурсăн призёрне саламлатпăр

«Туслăх хĕлхемĕ» конкурсăн призёрне саламлатпăр

Март уйăхĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн Наци вĕренĕвĕн центрĕ «Туслăх хĕлхемĕ»/«Искорка дружбы» республика  шайĕнчи фестивале ирттерчĕ.  

Фестивалĕн республика тапхăрĕнче районта/хулара малти вырăна тухнă ачасен видео материалĕсене пăхса тухрĕç. «Сăмах илемĕ», «Чăваш вăййи», «Янра, чăваш юрри», «Чăваш ташши» номинацисенче 400 ачана яхăн тупăшрĕç.

Кашни номинацинче ачасен ĕçне компетентлă жюри членĕсем хакларĕç. Республика шайěнчи фестивальте район чысне  Тĕмер шкулĕнче 3-мĕш класра вěренекен Краснова Аделина хÿтĕлерĕ. Унта вăл хăйĕн пултарулăхне çÿллĕ шайра кăтартрě. «Сăмах илемĕ» конкурсра призер ятне илме тивĕç пулчĕ. Эпир пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ хĕр ачана саламлатпăр, малашне те çитĕнÿсем тума сунатпăр. Вĕренекене çак конкурса пуçламăш класра вĕрентекен Степанова Елена Михайловна хатĕрленĕ.



Отдел образования