Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Тăвай районĕн делегацийĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен конференцийĕнче

Тăвай районĕн делегацийĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен конференцийĕнче

Шупашкарта И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленипе чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен "Чĕлхене упрани - халăх пуласлăхĕн никĕсĕ" Раççейри регионсен шайĕнчи конференци иртрĕ. Унта Чӑваш енри, Самар, Чĕмпĕр, Ĕренпур облаçĕсенчи, Тутарстанпа Пушкăртстан республикисенчи шкулсенче тӑван чӗлхе вӗрентекенсем (пурĕ 110 делегат) пуҫтарӑнчӗҫ, чӑваш чӗлхи пуласлӑхӗпе аталанăвĕ ҫинчен калаҫрӗҫ. ЧНК Президенчӗ Валерий Клементьев хамӑрӑн илемлӗ чӗлхемӗре упраса пурӑнассишӗн пурин те тӑрӑшмалли ҫинчен каларӗ. Тухса калаçакансем те чăваш чĕлхин статусне хăпартас енĕпе тумалли ĕçсем пирки сĕнÿсем пачĕç. Ҫав тӗллевпех конференцире чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен Пĕтĕм Раççейри ассоциацине йӗркелерӗҫ. Ун ертӳҫи пулма Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенне Геронтий Никифорова тата виçĕ çумне ҫирӗплетрӗҫ.. Ларусен иккĕмĕш пайĕнче ăста вĕрентекенсен маçтăр класĕсем ултă ушкăнпа иртĕç. Конференци питӗ ăнăçлă иртрӗ, кашниех хӑй вырӑнӗнче тӑрӑшса ӗҫлемеллине, юратнӑ тӑван чӗлхене упраса та аталантарса пурӑнмаллине чунпа та, ӑспа та туйса илчӗ.