Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

«Манăçми ятсен çухалмĕ чапĕ» викторина пĕтĕмлетĕвĕ

     Чăваш наци конгресĕн вĕренӳ комитечĕ Раççей Федерацийĕнче халăхсен культура еткерлĕхĕн Çулталăкне тата Чăваш Республикинче мухтавлă  ентешсен Çулталăкне халалласа йĕркеленĕ регионсем шайĕнчи «Манăçми ятсен çухалмĕ чапĕ» викторина вĕçленчĕ. Вăйă-ăмăртăва ирттерекенсен йышĕнче Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш Республикин Наци библиотеки пулчĕç. Конкурса Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенче, Чĕмпĕр облаçĕнче вĕренекен 200 ытла шкул ачи, студент хастар хутшăнчĕ. Жюри пултарулăх ăмăртăвне килнĕ ĕçсене пăхса тухрĕ, хак пачĕ, тĕрĕс те тулли хуравланисене суйласа илчĕ, çĕнтерӳçĕсемпе призёрсене палăртрĕ. 

     Енĕш Нăрваш шкулӗнче 8 - мĕш класра вĕренекен Лукина Анастасия çак конкурсра çӗнтерӳçӗ  ятне илме тивĕç пулчĕ, призер шутне Йăнтăрчă шкулӗнче 9 – мӗш класра вӗренекен Хайдукова Дарья кӗчӗ.

     Литература  вăййине хутшăннăшăн тав тăватпăр, малашне те хастар пулма лайăх кăмăл, чăтăмлăх, ăнăçу сунатпăр.