Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

«Несĕл эткерлĕхĕ» конкурс çĕнтерÿçисем паллă

«Несĕл эткерлĕхĕ» конкурс çĕнтерÿçисем паллă

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ кăçал пĕрремĕш хут «Несĕл эткерлехĕ» конкурс ирттерчĕ. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – чăваш халăхĕн культурине çемьере тытса пырасси, йăли-йĕркине, ăсталăхне упраса хăварасси.

Конкурса чăвашлăха упракан 25 çемье хутшăнчĕ. Конкурса тăратнă ĕçсенчен тăххăрăшĕ «Эпир – туслă кил-йыш» номинаципе, тепĕр тăххăрăшĕ – «Пирĕн тăван кĕтес» номинаципе, виççĕшĕ – «Эпир тăван халăхăмăрăн йăли-йĕркисене кил-йышра тытса пыратпăр!» номинаципе, тăваттăшĕ – «Ĕмĕр-ĕмĕр янра эс, тăван чĕлхем» номинаципе пулчĕç.

Видеороликсенче конкурсантсем çемьен пурнăçне, кил-йыш тĕп вырăна мĕне хунине, наци традицийĕн, культурин уйрăмлăхĕсене уçса пачĕç,  тăван ялăн, хулан, республикăн паллă вырăнĕсем çинчен каласа пачĕç.

Жюри членĕсем кашни ĕçпех тимлĕ паллашрĕç,  çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене палăртрĕç.

Тăвай районне кӗрекен Тăрмăш ялӗнчен Васильевсен тата Матровсен çемйисем хутшăнма кăмăл турăç. Васильевсем «Пирӗн тăван кӗтес» номинацире çӗнтерӳçӗ ятне тивӗçрӗ, Матросовсен çемйи «Эпир туслă кил-йыш» номинацире призерсем пулса тăчӗç.

Конкурса хутшăннă çемьесене тав тăватпăр. Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене саламлатпăр. Ĕçре, вĕренÿре ăнăçу сунатпăр!