Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Тăвай районĕн делегацийĕ Светлана Асаматӑн "Асамат эрешӗсем" пултарулӑх уявӗнче

Тăвай районĕн делегацийĕ Светлана Асаматӑн "Асамат эрешӗсем" пултарулӑх уявӗнче

Авăн уйăхӗн 23-мӗшӗнче Чăваш наци конгресěн ěç планěпе килěшÿллěн Канаш районěнче уçă алăксен Кунě иртрě. Ку уява конгресěн президенчӗ Валерий Клементьев ертсе пынипе Шупашкартан тата республикӑн тěрлě кěтесěнчен ЧНК районсенчи вырăнти уйрăмсен ертÿçисен пысӑк делегацийӗ хутшăнчě.

Чи малтанах Ҫеçпěл Мишшин палăкě умěнче митинг пулчě. Пухăннисем кăвар чěреллě чăваш халăх ывăлне пуç тайрěç. Чăваш сăвăçи куçне ěмěрлěхех хупнăранпа кăçал 100 çул çитнине асăнчěç.
«Централизациленӗ клуб системи» автономи учрежденинче Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ Светлана Васильевна Асамат 70 ҫулти юбилейне халалланă «Асамат эрешěсем» музыкăпа поэзи тěлпулăвě иртрě.
Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Светлана Асамата Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев; Канаш районěн администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуçлăхě Лариса Сергеева тата ыттисем те юратнӑ сӑвӑҫӑ-юрӑҫӑмӑра юбилейпа  ӑшшӑн саламларӗҫ, малашне те пултарулӑх лаҫҫинче тӑрӑшса ӗҫлеме ырлӑх-сывлӑх, ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑм, ӑсталӑх, хастарлӑх, ҫирӗп вӑй-хал, ӑнӑҫу та ӑраскал сунчӗç.