Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Тăвайсем Екатерина Ефремова тӗрӗҫӗ пултарулӑхне халалланӑ «Ахах-мерчен аваллӑхӗ» фестивале хутшăнчӗç

Тăвайсем Екатерина Ефремова тӗрӗҫӗ пултарулӑхне халалланӑ  «Ахах-мерчен аваллӑхӗ» фестивале хутшăнчӗç

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче Екатерина Ефремова тӗрӗçӗ ячĕпе «Ахах-мерчен аваллӑхӗ» Пӗтӗм тӗнчери III – мӗш фестиваль иртрӗ.
«Аваллăхсăр малашлăх çук», - теççĕ халăхра. Ĕмĕрсен тăршшĕнче тытса пынă ырă йăла-йĕрке аваллăхра кăна ан юлтăр тата чӑвашсен паллӑ ҫыннисен эткерлӗхне тӗрлӗ халӑх патне илсе ҫитерес енӗпе Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗ ирттерчӗ уява. Палӑртнӑ проектсемпе килӗшӳллӗн кӑҫал халӑхсен хушшинчи «Ахах-мерчен аваллӑхӗ» фестиваль офлайн тата онлайн мелӗпе виҫҫӗмӗш хут иртрӗ (авторӗ – халӑх маҫтӑрӗ Зинаида Воронова). Ӑна Екатерина Ефремова тӗрӗҫӗ пултарулӑхне халалланӑ.
Чӑваш ҫи-пуҫӗнче, тӗрринче халăхăмăрăн кун-çулĕ, ăс-тăнĕ, мухтавĕ, шухăшлавĕ, илемлĕхе туйма пĕлни упранать. «Ахах-мерчен аваллӑхӗн» пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк, вӑл чăваш халăхĕн йăли-йĕрки пуянлăхне уçса парать. Фестиваль авалтан упранса ҫирӗпленнӗ ал-ӗҫ йӑли-йӗркине упраса хӑварма, ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван культура патне туртӑнтарма, ăстасен пӗлӗвне сарма пулӑшать.
Фестивале хамăр республикăри тӗрлӗ районсенчи чылаййăн пуçтарăннă. Анат, анат енчи (средне низовые), тури енчи чăвашсем хăйсен тумӗсемпе паллаштарчӗç, фольклор ушкăнӗсем вара юрласа-ташласа та савăнтарчӗç. Ытти регионсенчен те килсе çитнӗ маçтăрсемпе фольклор ушкăнӗсем.
Тăвай районӗнчен Елена Николаевна Матросовапа Венера Алексеевна Николаева хутшăнчӗç фестивале. Курава сурпансем, тухья-хушпу, ум çакки, тӗрленӗ тутăрсем, тӗртнӗ кӗпепе тӗрленӗ саппун, пушмакне  (ӗлӗкхине) тупса тăратрӗç. Дипломпа парне парса чысларчӗç мероприятине хутшăнакансене.