Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Тăван чӗлхесӗр – чăн-чăн пӗлӳ çук» фестиваль - конкурс иртрĕ

Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Тăван чӗлхесӗр – чăн-чăн пӗлӳ çук» фестиваль - конкурс иртрĕ

Шкул ачисен тата вӗрентекенсен пултарулăхне тупса палăртас, вӗрентекенсен паха  опытне  сарас, чăваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстерес тӗллевпе  Чăваш чӗлхи кунне тата И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа ака уйăхӗн 20 – мӗшӗнче муниципалитет шайӗнче «Тăван чӗлхесӗр – чăн-чăн пӗлӳ çук» пултарулăх  конкурсӗ иртрӗ.

Жюри текста тӗп-тӗрӗс ăнланнине кăна мар, çавăн пекех текста  сăнарлă тата пӗлтерӗшлӗрех тытăма, шала кӗрсе кайнине, сăмах çаврăнăшӗн пӗлтерӗшне, эстетика, ăс-хакăл, кăмăл-туйăм тӗлӗшӗнчен витӗм кӳме пултарнине хакларӗ.

Чăннипех те чăн – чăн уяв пулчĕ ку мероприятии. Ачасем чăваш тумĕсемпе пĕрин хыççăн тепри чуна тыткăна илмелле сăвăсемпе И.Я. Яковлевăн халал пайсене вуларĕç.

 Конкурса икӗ çуллăх категорийӗпе пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденийӗсен 5-11 класӗнче вӗренекенсем тата чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем хутшăнчӗç.

Чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем  тӗрлӗ номинацире тупăшрӗç:

«Юрă-чун уççи» номинацире  Кириллова Э.Н.  (Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗ) çӗнтерӳçӗ пулчӗ, иккӗмӗш вырăна Степанова Г.А. (Тăвай шкулӗ) йышăнчӗ.

«Сăвă» номинацире Якуркина Р.В. (Тӗмер шкулӗ) пӗрремӗш,  Николаева И.Н. (Тăвай шкулӗ); Морякова Л.П. (Тушкил шкулӗ) – иккӗмӗш,  Александрова С.И. ( Элпуç шкулӗ) – виççӗмӗш вырăнсем йышăнчӗç.

 «Автор сăвви» номинацире Григорьева З.Н. (Тăрмăш шкулӗ) – пӗрремӗш вырăн; Степанова Г.Ф. (Нăрваш шкулӗ) –иккӗмӗш, Филиппова Н.К. (Чутей шкулӗ), Васильева Г.П. (Йăнтăрчă шкулӗ) -  виççӗмӗшсем пулчӗç.

Шкул ачисем хушшинчи тытăçу та хӗрӳллӗ пулчӗ. Вӗсем хăйсен пултаруллăхӗсене «Яковлев вулавӗ», «Телейлӗ ачалăх», «Сцена ăсталăхӗ» номинацисенче кăтартрӗç.

Жюри членӗсем пӗр шухăшлăн пулса пӗрремӗш вырăна Павлова А. (Енӗш Нăрваш шкулӗ, вӗрентекенӗ - Степанова Г.Ф.),  Александров С. (Йăнтăрчă шкулӗ, вӗрентекенӗ - Васильева Г.П.), Сергеева М. (Енӗш Нăрваш шкулӗ, вӗрентекенӗ - Степанова Г.Ф.), Казакова Я. (Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗ, вӗрентекенӗ – Кириллова Э.Н.) йышăннине палăртрӗç.

«Сцена ăсталăхӗ» номинацире çӗнтерӳçӗ ятне  Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗн вӗренекенӗсем тивӗçрӗç (ертӳçи – Кириллова Э.Н.).

Чăваш наци конгресӗн вырăнти ертӳçи Алина Сормова чăваш халăхӗн культура пуянлăхне упрас, сарас тата аталантарас тӗлӗшпе тава тивӗçлӗ ӗçсем тунăшăн  Григорьева З.Н, Филиппова Н.К., Морякова Л.П., Якуркина Р.В. чăваш наци конгресӗн хисеп грамотипе чысланă.

Ҫӗнтерӳçӗсене пурне те саламлатпăр, вӗренӳре, ӗçре тата кулленхи пурнăçра çитӗнӳсем тума сунатпăр.

Фоторепортаж 



Отдел образования