Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Тăвайри ачасен ӳнер шкулне çӳрекен «Асамлӑх» ушкӑн «Кĕмĕл сасă-2023» фестиваль çӗнтерӳçисем

Тăвайри ачасен ӳнер шкулне çӳрекен «Асамлӑх» ушкӑн «Кĕмĕл сасă-2023» фестиваль çӗнтерӳçисем

Çӗртме уйăхӗн 23-мӗшӗнче Яков Ухсай ячӗпе хисепленекен культура керменӗнче Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе, Чăваш Республикин Культура министерстви пулăшнипе «Кĕмĕл сасă-2023» эстрада юррисен пĕтĕм Раççейри 24-мĕш конкурс фестивалĕ ăнăçлă иртрě.

Çак юрă уявě — чăвашлăх управçи, тĕрлĕ вырăнта пурăнакан пултаруллă çамрăксене пĕрлештерсе тăрать. Унăн тĕп тĕллевĕ — тăван культурăна, тăван чĕлхене упраса хăварасси, аталантарасси.

Питěр, Чĕмпĕр, Пенза хулисенчен, Самар облаçĕнчен, Тутарстанпа Пушкăрт тăрăхěсенчен, Чăваш Республикин тĕрлĕ ял-хулинчен 12 каччăсемпе хĕрсем тата 4 пултарулăх ушкăнěсем чӑваш юррине юрлас ӑсталӑхне кӑтартас тӗлӗшпе тӑрӑшрӗç, конкурс йĕркипе килĕшÿллĕн чăвашла эстрада юррисене шăрантарса палăртрĕç.

 «Кĕмĕл сасă» юрăçсен ăмăртăвне пĕтĕмлетме Чӑваш наци конгресӗн президенчě Валерий Леонидович Клементьев тата жюри председателě — ЧНК вице-президенчě Юрий Александрович Зорин, «Ыр кӑмӑллӑх» фончӗн ертӳҫи Павел Николаевич Вязов сцена çине тухрěç. Вěсем «Кĕмĕл сасă» эстрада юррисен фестивалě чăвашла юрлакан çамрăк юрăçсене ÿнер тĕнчинче малашнехи пысăк утăмсем тума пулăшнине палăртрěç тата саламласа та тав туса конкурсра мала тухнисене дипломсемпе хаклă парнесем парса чысларěç.

Республика шайěнчи фестивальте район чысне Тăвайри ачасен ӳнер шкулне çӳрекен «Асамлӑх» ушкӑн хÿтĕлерĕ. Унта вӗсем хăйсен пултарулăхне çÿллĕ шайра кăтартрěç, ансамбльсем хушшинче пӗрремӗш вырӑн йышăнчӗç. Пултаруллă ушкăна Галина Николаевна Никонова хатӗрленӗ.  Саламлатпăр. Малашне тата та пысăкрах çитĕнÿсем тума сунатпăр.