Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я. Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине халалланă «Хавхалану» фестивале пĕтĕмлетрӗç

Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я. Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине халалланă «Хавхалану» фестивале пĕтĕмлетрӗç
Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе, Чăваш наци конгресĕпе тата Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕпе пĕрле Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине, Раççей Федерацийĕнчи Вĕрентекенпе ăс паракансен çулталăкне, Чăваш Республикинчи Телейлĕ ачалăх çулталăкне тата Г.Н. Волков академик çуралнăранпа 96 çул çитнине халалласа уяв ирттерчĕ.

«Хавхалану» фестиваль шкул ачисене тата педагогсене Раççей Федерацийĕн сумлă академикĕн Г.Н. Волковăн ĕçĕ-хĕлне тĕплĕнрех пĕлме хавхалантарас, шкул ачисен чăваш халăхĕн паллă çыннисем çинчен пĕлес туртăмне тата шырав меслечĕпе ăсталăхне ӳстерме пулăшас тĕллевпе кашни çулах иртет.

Кăçалхи фестиваль «Г.Н. Волков хайлавĕсен сцена çине тухнă чи лайăх курăмĕ», «Телейлĕ ачалăх е Вĕрентекен тата наставник çулĕсене халалланă чи лайăх хайлав» номинацисемпе иртрĕ. Фестивале пурĕ 200 яхăн çын (вĕрентекенпе вĕренекен, ачасен ашшĕ-амăшĕ) хутшăнчĕ.

Фестивале Чăваш Республикин тата тулайăн шкулчченхи тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче вĕренекенсем тата педагогсем хутшăнчĕç.
«Г.Н. Волков хайлавĕсен сцена çине тухнă чи лайăх курăмĕ» номинацире Тăрмăш шкулӗсенче вӗренекен ачасем хутшăнса призерсен ятне илме тивӗçлӗ пулчӗç. «Телейлĕ ачалăх е Вĕрентекен тата наставник çулĕсене халалланă чи лайăх хайлав» номинацире Тăрмăш шкулĕнче вӗренекен Конова К., Чутей шкулӗнче вӗренекен Воробьева М., Козлова Ж призерсем пулнине палăртрĕç. Вӗрентенексем хушшинче призерсен шутне Енӗш Нăрваш шкулӗнче ӗçлекен Г.И. Кузьмина кӗчӗ.

Ҫӗнтерӳçӗсене тата вӗсене  вӗрентекенӗсене (Григорьева З.Н., Филиппова Н.К.)  саламлатпăр, малашне те çитӗнӳсем тума сунатпăр.

Г.Н. Волков академик пуçарнă ĕç – этнопедагогика – чăвашсемшĕн çеç мар, Раççейĕн, пĕтĕм тĕнчен халăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ. Геннадий Никандрович иртнипе паянхи çинчен Чăваш Енре, Германире, Калмăкра, Тывара, Кăркăсстанра тата ытти вырăнта лекци вуланă, çамрăк ăрупа тĕл пулнă – яланах халăхсен килĕшĕвне, хутшăнăвне, туслăхне çирĕплетме чĕннĕ, майсем шыранă. «Кашни çыннăн е уйрăм халăхăн шăпине виçĕ юрату татса парать – ачасене юратни, ĕçе юратни, Тăван çĕр-шыва юратни», – тенĕ паллă ăсчах.

Геннадий Никандровичăн тарăн шухăшлă сăмахĕсене ялан асра тытар, хамăр ĕçĕмĕрсемпе çирĕплетер! 



Отдел образования