Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Полина Никитина – «Çивĕч ăслă-тăнлă пике» номинаци çĕнтерÿçи

Полина Никитина – «Çивĕч ăслă-тăнлă пике» номинаци  çĕнтерÿçи

Чӑваш Республикин кульура министерстви тата Чăваш наци конгресĕ йӗркеленипе раштавӑн 16-мӗшӗнче Шупашкарта «Раҫҫей чӑваш пики-2023» конкурс иртрӗ. Пĕтĕм Раççей шайěнче иртекен конкурса Чӑваш наци конгресӗн президенчě Валерий Клементьев, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ тата «Раççей Чăваш пики-2023» конкурсăн жюри председателě Павел Вязов  сцена çине тухса уçрĕç.  

«Раççей Чăваш пики — 2023» çӗршыв шайĕнчи конкурса кăçал 18 хĕр упраç хутшăнчĕ. Хамăр республикăри чиперккесемпе пӗрлех Чĕмпĕр облаçĕ, Тутарстан, Пушкӑрт тӑрӑхӗсенчи хĕрсем те хутшăнчĕç. Пикесем хăйсен пултарулăхне конкурс йĕркипе килĕшÿллĕн пилĕк тĕрлĕ тупăшура палăртрĕç:
Конкурсăн пěрремěш заданийě – килти ěç «Чăваш наци апат- çимěçě». Хĕрсем килте хатĕрлесе килнĕ апат-çимĕçпе паллаштарчĕç.  Жюри пайташĕсем апат- çимĕçе мĕнле хатĕрлени çинчен каласа панине хакларĕç.

Пикесем тата «Хăйсемпе паллаштарасси», «Ăс-хакӑл конкурсӗнче», «Пултарулăх конкурсӗнче», Чӑваш наци костюмӗпе паллаштарасси» ӑмӑртусенче хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗç.
Жюри пайташĕсене çӗнетрӳçĕне суйлама çăмӑл пулмарĕ. Пĕри тепринчен ăслăрах, хитререх, маттуртарах.
«Хӳхĕм пике» сумлă ята Карина Григорьева тивĕсрĕ, «Чăваш Ен тулашĕнчи чи пултаруллă пике» - Чĕмпĕр облаçĕнчен килнĕ Ксения Борисова, «Куракансем кăмăлланă пике» - Анастасия Мазурова, «Тараватлă пике» - Татьяна Назарова, «Çивĕ ăс -танлă пике» - Полина Никитина, «Вице Раççей чăваш пики» ята Йĕпреç округĕнчи Юлия Васильева тивĕçрĕ, «Раççей Чăваш пики — 2023» конкурс çĕнтерӳçи Тутарстанран килнĕ Юлия Еремеева пулчĕ.

Пултаруллӑ, тӑрӑшуллӑ, ӑшӑ кулӑллӑ, тарават, илемлӗ те сапӑр пике Полина Никитина Тăвайри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта 9-мӗш класра вӗренет. Вӗренӳре, спортра, обществеллă ӗçре те çитӗнӳсем тăвать.

Полинана илемлӗ, хаваслӑ уявра хутшӑнса ӑсталӑхне кӑтартнӑшӑн ӑшшӑн саламлатпӑр. Тăвай ен чысне тивӗҫлӗ хӳтӗленӗшӗн чунтанах тав тӑватпӑр. Вӗренӳре пысӑк ҫитӗнӳсем туса пыма, хӑйӗн пултарулӑхӗпе ҫынсене савӑнтарса тӑма ырлӑх-сывлӑх, телей те ӑнӑҫу сунатпӑр.