Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Тăван чӗлхесӗр – чăн-чăн пӗлӳ çук» фестиваль - конкурс иртрĕ
Пултаруллă шкул ачисене тупса палăртас, вӗсене малалла аталанса çӗнӗ çитӗнўсем тума хавхалантарас, чăваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстерес тӗллевпе Чăваш чӗлхи кунне тата Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне, Çемье çулталăкне халалласа ака уйăхӗн 22 – мӗшӗнче муниципалитет шайӗнче «Тăван чӗлхесӗр – чăн-чăн пӗлӳ çук» пултарулăх конкурсӗ иртрӗ.
Жюри текста тӗп-тӗрӗс ăнланнине кăна мар, çавăн пекех текста сăнарлă тата пӗлтерӗшлӗрех тытăма, шала кӗрсе кайнине, сăмах çаврăнăшӗн пӗлтерӗшне, эстетика, ăс-хакăл, кăмăл-туйăм тӗлӗшӗнчен витӗм кӳме пултарнине хакларӗ.
Чăннипех те чăн – чăн уяв пулчĕ ку мероприятии. Ачасем чăваш тумĕсемпе пĕрин хыççăн тепри чуна тыткăна илмелле сăвăсем вуларĕç.
Шкул ачисем хушшинчи тытăçу хӗрӳллӗ пулчӗ. Вӗсем хăйсен пултаруллăхӗсене «Ҫемье çулталăкне халалланă сăвăсем пăхмасăр калани», «Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне халалланă сăвăсем пăхмасăр калани» номинацисенче кăтартрӗç.
Жюри членӗсем пӗр шухăшлăн пулса пӗрремӗш вырăна Храмова К. (Тăвай шкулӗ, вӗрентекенӗ – Николаева И.Н..), Макарова Е. (Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗ, вӗрентекенӗ – Кириллова Э.Н..), Степанова Д. (Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗ, вӗрентекенӗ – Кириллова Э.Н), Васильева А. (Енӗш Нăрваш шкулӗ, вӗрентекенӗ – Ярмулина Д.Н.), Захарова Я. (Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗ, вӗрентекенӗ – Кириллова Э.Н), Селиванов Д. (Тушкил шкулӗ, вӗрентекенӗ – Морякова Л.П.) йышăннине палăртрӗç.
Ҫӗнтерӳçӗсене пурне те саламлатпăр, вӗренӳре, ӗçре тата кулленхи пурнăçра çитӗнӳсем тума сунатпăр.