Офицерсемпе курсантсем – шкул хăнисем
![]() |
Хаклă хăнасемпе пĕрле шкулта район пуçлăхĕ Николай Иванов, районăн çар комиссарĕ Алексей Сидоров подполковник, шалти ĕçсен районти пайĕн пуçлăхĕ Г.Гаврилов подполковник пулчĕç. Шкул директорĕ А.Кириллов хăнасене шкулпа паллаштарчĕ. Шкулта вĕренекенсене çарпа патриотла воспитани парассине лайăх йĕркеленине палăртрĕç хăнасем. Вĕсене кунта кадетсен класне уçни питĕ килĕшрĕ. В.Федоров А.Кириллова РФ Патшалăх Гербĕн символĕ паллине парнелерĕ, ОБЖ вĕрентекен А.Пимулинпа иккĕшне офицерсен пĕрлĕхĕ ятĕнчен грамотăсемпе наградăларĕ. Мускав хăнисем шкула пушă алăсемпе килмен. Хăйсемпе кĕнекесем илсе килнĕ. “Тăван çĕршывăн ывăлĕсем” кĕнекен 3-мĕш томĕ тухнă кăçал. Полковник çамрăксене тăрăшса вĕренме, спортпа туслă пулма сĕнчĕ, алла аттестат илсен, çар училищисене вĕренме пыма сĕнчĕ. Вăл хăй, Тĕмерти вăтам шкултан вĕренсе тухсан, Чăваш патшалăх университетĕнче инженер-электрик дипломне илнĕ. Çар службинче пулнă, Афган вăрçине хутшăннă. Служба хыççăн çар академийĕнчен вĕренсе тухнă. Халĕ юстици министерствинче ĕçлет.
Аслă офицерсемпе пĕрле курсантсем те пулчĕç пирĕн шкулта.