Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Чăвашла киносем те курасчĕ

Раççей шайĕнчи "Каçхи кино" акцие Тăрмăшри культура çуртĕнчи ĕçченсем те хастар хутшăнчĕç. Киноартистсемпе кинофильмри кадрсенчен стенд турĕç, кинона халалланă ỹкерчĕксен выставкине хатĕрлерĕç. Кунтах кино ỹкернĕ кĕнекесен куравĕ те пулчĕ. Е.Матросова куракансемпе киновикторина ирттерчĕ. Ыйтăвĕсем тĕрлĕрен пулчĕç пулин те чылайăшне пĕлчĕç кино курма килнĕ çынсем. Уйрăмах "Тихий Дон", "А зори здесь тихие", "Молодая гвардия", "Приезжая" картинăсенчи самантсене лайăх пĕлни курăнчĕ, артистсен ячĕсене, ăçта вылянине туллин каларĕç.

Аслăрах çулхисем тавракурăмĕпе палăрчĕç, мĕншĕн тесен пирĕн вăхăтра кашни кунах кино кăтартнă, тепĕр чухне кунне икĕ хутчен те. Ачасене валли 16 сехетреччĕ, аслисем валли - 19 сехетре. Лайăх кинона икĕ хутчен те кураттăмăр. Хырăм выçнине те туйман пуль. Кайран пĕрле сỹтсе яваттăмăр. Каç пуласса чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр, кинона кайма хатĕрленеттĕмĕр. Артистсемпе пĕрле савăннă та, куляннă та, пăшăрханнă та. Уйрăмах Индире ỹкернĕ киносене курса куçсем шывланатчĕç. Халăх туп-тулли пулнă клубра.

Филипп Васильевичпа Лидия Ивановна Матвеевсем киномеханикре ĕçленĕ çав тапхăрта. Маттур мăшăр ĕçре тỹрĕ кăмăллăччĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Филипп Васильевича "ЧР тата РФ культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ятсене парса чысланă. Лидия Ивановнăна та тав хучĕсемпе пĕрле виçĕ медаль тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ панă. Вăл СССР кинематографин отличникĕ пулнă. Хастар та сатур мăшăр хăйсен ĕçне чунтан парăнса та юратса туса пынă.

Кино кăтартас ĕçе Елена Григорьевна Абрамова та пысăк тỹпе хывнă. Эпир ăна хисеплесе Елена аппа тесе чĕнеттĕмĕр. Вăл ытларах чухне кинобудкăраччĕ, кино кăтартакан аппаратсем чăрмавсăр ĕçлеччĕр тесе тăрăшатчĕ. Мотор шавĕ тикĕссĕн ĕçленипе унăн ăсталăхне туяттăмăр. Мăшăрĕ Петр Абрамов та çак ĕçре пĕрремĕш пулнă, ялтан-яла кино кăтартса çỹренĕ, мĕншĕн тесен пур çĕрте те кинобудкăсем пулайман малтанхи тапхăрта. Елена аппа та мăшăрĕнчен вĕренсе юлнă, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшрĕ кăмăллакан ĕçре. Елена Григорьевна - ĕçпе тыл ветеранĕ, унăн тав хучĕсемпе медальсем те чылай. Тавтапуç ырми-ками ĕçленĕшĕн. Канмалли кун та, уяв та уяв пек пулман сирĕншĕн, мĕншĕн тесен клубра кашни кунах кино кăтартнă. Халĕ те сатур-ха, ялти чиркỹне çỹрет, вăй çитнĕ таран кил-хуçалăхра тăрмашать, çĕнĕ лупас тăвасшăн тăрăшать. Çирĕп сывлăх, телейпе ăнăçу сунатпăр сире.

Акци вăхăтĕнче ачасем "Смешарики. Легенда о золотом драконе" ятлă мультфильма интересленсех пăхрĕç. "Легенда №17" шухăшлаттаракан кино пулчĕ. "Батальоны" фильма курнă чух çынсен куçĕсем шывланчĕç.

Çакăн пек акцисем татах пулччăр, чăвашла киносем те курасчĕ.

Е.МАТРОСОВА, Тăрмăшри культура çурчĕ.

 



"Ял ĕçченĕ"
06 сентября 2016
15:33
Поделиться