Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

“Ĕç ветеранĕ” ят парассине улшăнусем кĕртеççĕ

Чăваш Республикин Президенчĕ М.В.Игнатьев “Ĕç ветеранĕ” ят парас йĕркене улшăнусем кĕртме Указ кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн çак ята илме тивĕçлĕ çынсен награда мар, ĕç стажĕ хĕрарăмсен 40 çул, арçынсен 45 çултан кая мар кирлĕ пулать. Указ 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет.
Çывăх вăхăтра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ çак ĕçе мĕнле йĕркелемелли çинчен йышăну хатĕрлет, ун хыççăн вара районти социаллă хÿтлĕх пайĕ халăхран палăртнă документсене йышăнма пуçлать.
Калас пулать, паянхи куна районта “Ĕç ветеранĕ” ята 2215 çын тивĕçнĕ.
 
Хушса çырни. ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ – ЧР финанс министрĕ Михаил Ноздряков саккунпа килĕшÿллĕн республикăри ĕç ветеранĕсен социаллă пулăшу – кашни уйăхра 980 тенкĕ укçа тÿлевĕ (шăл протезĕн хакĕн укçа компенсацине, çул çинче çÿренĕшĕн, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсен тÿлевĕн 50 процентне) – илме ирĕк пуррине каланă. Унсăр пуçне ĕç ветеранĕсене çыхăну услугисен (телефон, радио, пĕрлехи телеантенна) хакĕн 50 проценчĕ чухлĕ укçа компенсацийĕ параççĕ.