Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Чăваш Республикин Президенчĕ “Раççейшĕн” ордена тивĕçнĕ

 
 Чăваш Республикин Президентне Николай Федорова “Раççейшĕн тăрăшнă мухтавлă ятсемпе ырă ĕçсен летопиçĕн лауреачĕ” хисеплĕ ят панă.
 Сакăн çинчен Раççейри тава тивĕçлĕ ĕçченĕсен Пĕтĕм Раççейри общество канашĕн членĕсем - Г.Товстоногонов ячĕллĕ Пысăк драма театрĕн илемлĕх ертуçи, Раççей халăх артисчĕ Кирилл Лавров тата Санкт-Петербургри Композиторсен союзĕн правленийĕн председателĕ, Раççей халăх артисчĕ Андрей Петров алă пуснă республика ертуçин ячĕпе янă çырура каланă. Николай Федоровпа пĕрле çак хисеплĕ ята çавăн пекех Раççей наукисен академийĕн академикĕ Николай Дроздов, Олимп вăййисен чемпионки Алина Кабаева, Раççей Кинематографисчĕсен союзĕн президенчĕ Никита Михалков, Раççей халăх артистки Алиса Фрейндлих тивĕçнĕ.
 “Раççейшĕн” ордена çак тери хаклă йышши металсенчен тунă. Вăл сакăр кĕтеслĕ пайăркаллă çăлтăра аса илтерет.  Варринче - икĕ пуçлă ăмăрт кайăк сĕмĕнче Раççее символла кăтартакан Турă амăшĕн сăнарĕ. “Раççейшĕн” орденпа Раççей патшалăхне аталантарас тата çирĕплетес ĕçе тава тивĕçлĕ те сумлă тупе хывнă çынсене чыслаççĕю. Орден илнисен ячĕсене “Раççейшĕн тăрăшнă мухтавлă ятсемпе ырă ĕçсен летопиçĕ” Хисеппе чыс кĕнекине çырса хураççĕ.