Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Районти “Акконд-агро фирма” уçă акционерлă общество членĕсем “АПК аталанăвĕ” наци проектне пурнăçа кĕртн&

Районти “Акконд-агро фирма” уçă акционерлă общество членĕсем “АПК аталанăвĕ” наци проектне пурнăçа кĕртнĕ çĕрте пысăк активлăх кăтартаççĕ. Вырмана вĕсем чи малтан вĕçлерĕç. Ыттисене те пулăшма ĕлкĕрчĕç.

Юрий Васильевич Иванов комбайнер экипажĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене чи нумай, 6800 центнер çапса тĕшĕлерĕ, “Вырма чемпионĕ” ята çĕнсе илчĕ. Вăл маларах “Красное Сормово” ЯХПКра ырă тĕслĕх кăтартнă нумай çул хушши. Комбайнсене хĕле валли хатĕрлесе лартрĕç ун хыççăн. Хальхи вăхăтра уйран Йăнтăрчăри ĕне ферми çывăхнелле утă-улăм турттарассипе тимлеççĕ.

Николай Петрович Поликарпов водитель “Техсервис” обществăра 1974 çултанпа вăй хунă. Кăçал “Акконд-агро фирма” обществăра тырă турттарас енĕпе хастар пулчĕ. Хăйĕн “ЗИЛ–554” маркăллă автомашини-не юсавлă тытать хастар çын.

Ю.Иванов комбайнерпа Н.Поликарпов водителĕн ĕçĕсене палăртнă, хаклă парне парса хавхалантарнă вĕсене.

Сăн ÿкерчĕкре: “Акконд-агро фирма” обществăри Ю.Иванов комбай-нерпа Н.Поликарпов водитель.