Уйрăм спортсменсенчен те Тăвай шкулĕнчисене çитекен пулмарĕ. Малти виçĕ призлă вырăна та вĕсем çĕнсе илчĕç: Артур Масленников "50 очко илме май пур çĕртен 44 пухрĕ", Евгений Иванов "42", Роман Александров "41".
Районти çар ĕç комиссариачĕ çĕнтерÿçĕсене грамотăсемпе чыс-ланă. Командăсене лайăх хатĕрленĕшĕн ОБЖ учителĕсене тав тунă.