Финала тухассишĕн Шупашкар хулин Ленин районĕпе Патăрьел тата Тăвай районĕсен командисем тупăшрĕç. Тăвайсем хăнасене иккĕшне те 2:0 шутсемпе парăнтарса финала тухрĕç. Патăрьел-сем шупашкарсенчен 2:0 шутпа выляса илчĕç.
х х х
Çавăн пек ăмăртусемех мартăн 2-мĕшĕнче хĕрсем хушшинче Вăрмарта пулчĕç. Унта Шупашкар хулин Калинин районĕпе тă-вайсем тата зал хуçисем тупăшрĕç. Хула хĕрĕсем маттуртарах пулчĕç – вăрмарсене те, тăвайсене те 2:0 шутсемпе çĕнтерчĕç. Пирĕн хĕрсем вăрмарсене 2:1 шутпа парăнтарчĕç пулин те фи-нала лекеймерĕç.