Çут çанталăкăн тата этем чунĕн экологийĕ
Ем-ешĕл ту тăрри, тĕмсем,
Сап-сар чечеклĕ айлăмсем,
Йăлтах тăрать çĕклентерсе,
Ман чунăма килентерсе.
Н.БИЧУРИН
Экологи – чĕрĕ организмсен хутшăнăвне, вĕсем тавралăхпа еплерех çыхăнура пулнине тĕпчекен наука.
Çут çанталăкпа этем хушшинче çыхăну мĕнле-ши халь?
Çут çанталăка вăрçатпăр тепĕр чухне. Вăл вара çынна пачах та асăрхамасть. Хăй йĕркипе пурăнать. Мĕн пулса иртмелли унта пул-са иртетех.
Айккинче пăхса лармаллине пĕлтермест ку. Килĕшÿ, тавралăха пулăшни, ăнланни кирлĕ.
Çакна пирĕн мăн асаттесем лайăх пĕлнĕ. Вĕсем çĕрпе калаçма пул-тарнă. Пирĕн пек чăрсăр пулман, çут çанталăка амантман.
Эпир хамăрăн пĕлÿпе мухтанатпăр. Тĕнчемĕр те пирĕн алăра иккен, никама та пуç таймастпăр, никамран та хăрамастпăр, мĕн тăвас те-нине тăватпăр.
Кайран... Çут çанталăк хамăра лайăхрах тăн кĕртсе илсен тин чăн-чăн хуçа кам пулнине сисетпĕр.
Вăйлă çил вĕрнипе кашласа ларакан вăрман манăн умăмра, çывăхрах ав çаран сарăлса выртать, юхан шыв шăнкăртатса иртет. Çÿлелле пăхатăп та, янкăр кăвак тÿпере хур кайăксен картине асăр-хатăн. “Кайри-мала!”–тесе ырă сунатăп çунатлă тусăмсене. Какăл-татнă евĕр сасă кăларса, тав тăваççĕ хур кайăксем мана. Татах сă-натăп çут çанталăка: умри шурă чечек çине çутă сарă тĕслĕ лĕпĕш вĕçсе ларчĕ. Хĕвел ăшшишĕн, уçă сывлăшшăн вăл та савăнать, çунаттисене вылята-вылята илет. Ĕçчен пыл хурчĕ те çав чечеке кăмăлланă тата, лĕпĕшпе юнашар вырнаçасшăн пулчĕ. Лешĕ вара шикленчĕ, çÿле-çÿле вĕçсе хăпарса курăнми пулчĕ. Чăннипех илĕртÿллĕ эпĕ çуралса ÿснĕ тавралăх, уйрăмах çулла.
Çут çанталăк... Мĕн вăл( Пирĕн пурнăç, акă мĕн. Çавăнпа этемĕн ăна упрама тăрăшмалла. Çĕр çурăлнипе çине тăрсах кĕрешмелле, чĕр чунсен пурнăçне кĕскетессинчен, ешĕл курăка таптаса варалас-синчен асăрханмалла. Çакнашкал ырă ĕçсемшĕн çут çанталăк ырă-па тавăрĕ. Уй-хирте чечек-курăк ешерĕ, кÿлĕсемпе пĕвесенче пулăсем ишсе савăнĕç, вăрманта çĕр тĕрлĕ юрă шăранĕ.
Вăрман вăл – йывăçсемпе тĕмсем, курăк. Хырлăхсемпе ка-тасем, чăрăшлăхпа юманлăх. Уçланкăсем, прачаксем, вăрман хĕррисем. Вăрман вăл – тискер кайăксемпе вĕçен кайăксем. Вĕсен юр çинчи, хăйăр çинчи, пылчăк çинчи йĕрĕсем. Упа хуçнă йывăçсем, мулкач кăшланă вулăсем, пăши çинĕ турат-сем. Хăнтăр çырмисем, тăрна шурлăхĕсем, кăвакал кÿллисем. Йывăç-курăк хушшинчи чăштăртату та вăрманах, тĕрлĕ сасă, тĕрлĕ шăршă. Хĕвел шевлипе янăравлă ахрăм та ун шутне кĕреççĕ.
Вăрман пире утă, сухăр, хăма парать. Унта эпир мăйăр, çырла, кăмпа тататпăр. Унтах хамăр валли çирĕп сывлăх, хавас кăмăл ту-патпăр тата çут çанталăкăн вăрттăнлăхĕсемпе тĕл пулатпăр. Çакăншăн вăрмана пирĕн тав тумалла, ăна упрассишĕн тимлемелле.
Çук, пур чухне те асăрхануллă мар çав этем. Вăрман илемĕпе ки-леннĕ чухне пирус тĕпне е шăрпăка сÿнтермесĕр пăрахать те, пуçланса каять вара “хĕрлĕ автан” ташши. Çуллахи шăрăх кунсенче çулсерен мĕн чухлĕ вăрман çунмасть-ши( Телевизорпа та, радиопа та куратпăр-итлетпĕр, хаçат-журналсенче те вулатпăр: пиншер гек-тар симĕс пуянлăх тăван çĕршывăн, халăхăн пуянлăхĕ, кĕл те кăмрăк пулать. Пин-пин чĕрĕ чун хÿтлĕхсĕр тăрса юлать. Этем чунĕн чухăн-лăхĕ чылай сиен кÿрет çут çанталăка çапла. Куçăмсенчен куççуль шăпăртатса анать çакăн пирки шутласан. “Тар тăкса ÿстермен, çут çанталăк парни вăл, çунни вырăнне çĕнни ÿсĕ”, –тейĕ хыт чĕреллĕ çын. Çĕнни пире савăнтарма пуçласса мĕн чухлĕ кĕтмеллине чухла-масть вăл. Апла пуррине упрамалла пирĕн, пĕрчĕ çумне пĕрчĕ хушса пымалла.
Этем чунсăрлăхĕ çут çанталăка ан сиенлетĕр тесе чылай тăрă-шаççĕ пирĕн çĕршывра, шкулсенче тавралăх илемĕшĕн ăнтăлма хă-нăхтараççĕ, экологи урокĕсем ирттереççĕ, асăннă темăпа “Чи лайăх çыру урокĕ” конкурс йĕркелерĕç.
Чăваш Президенчĕ Н.Федоров “Йывăç ларт тата ăна упра” ятлă Указ кăларчĕ 2005 çулта. Унтанпа, çулталăкра икĕ хут, ака тата авăн уйăхĕсен вĕçĕсенче Йывăç кунĕ ирттереççĕ пирĕн республикăра. Çамрăк хунавсем лартас енĕпе виççĕмĕш çул активлăх кăтартаççĕ çынсем, парксене, вăрмансене, скверсене, садсене тата асăну по-садкисене йĕркене кĕртеççĕ. Хуласемпе ялсен территорийĕсенче пин-пин йывăçа вырăн параççĕ чăвашсем, йĕри-тавра тирпейлесех тăраççĕ.
Кăçал та, Ача çулталăкĕнче çак пуçарăва, ырă ĕçе малалла тă-саççĕ. Малашне çын тăрăшнипе çут çанталăк, пирĕн тавралăх лай-ăхлансах пырасса шанма пулать апла. Çут çанталăкăн çыншăн мар, çын çут çанталăкшăн пулмалла. Ĕмĕрÿ вăрăм пултăрччĕ сан, çут çанталăк!