Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Депутат парнисене панă

Тăвайри виççĕмĕш номерлĕ ясли-садри аслă ушкăна тăхăр ача çÿренĕ. Вĕсен нумаях пулмасть сывпуллашу уявĕ пулчĕ. Е.Александрова, М.Воронцова, М.Ефимов, Е.Евдокимова, Д.Журавлев, Е.Михайлов, А.Степанов, Д.Федорова, А.Храмов хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç: юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç, кĕнеке вуласа кăтартрĕç. Пĕрремĕш класра “5” паллăсемпе кăна вĕренме пулчĕç.

Хăйсен юратнă воспитательницине Наталья Викторовна Волкована, ясли-садăн ытти ĕçченĕсене чечек çыххи парса тав турĕç. Юлашкинчен Галина Николаевна Михайлова заведующи пĕрремĕш класа кайма хатĕрленекенсене, РФ Патшалăх Думин депутачĕн Павел Семеновăн парнисене парса, шкулта лайăх вĕренекен пулма сунчĕ.