![]() |
Республикăри турнирсене май пулсанах хутшăнма тăрăшать. Кăçал акă февралĕн 23-мĕшĕнче пирĕн ентеш, халĕ II ушкăн инваличĕ, Алексей Косарев "Чÿкçырми", шашкăлла выляссипе республикăра пирĕн районтан тухнă пĕрремĕш чемпион пулнăранпа 20 çул çитнине халалласа, республика шайĕнчи турнир йĕркелерĕ. Унта 4 спорт мастерĕ, 8 кандидатпа I разрядлă шашистсем хутшăнчĕç. Вĕсен хушшинче Василий Геннадьевич та пулчĕ. Пĕрремĕш туртах унăн экс-чемпионпа Алексей Егоровичпа выляма шăпа тухрĕ. Василий хăй чăн-чăн джентельмен пулнине кăтартса пачĕ. Вăйă мирлĕн вĕçленчĕ. 10 тур çухатусемсĕр пыракан Василий Семенов хăйĕн вĕрентекенĕпе тата наставникĕпе А.Шишовпа ирттернĕ тĕлпулу пирки те çакнах калама пулать. Турнир çĕнтерÿçи пулса тăма пĕтĕм шанăç пурччĕ унăн. Анчах юлашки турта вăл опытлă мастертан Н.Дмитриевран кÿренмелле йăнăша пула çухату тÿсрĕ те 3-мĕш вырăна тăрса юлчĕ. Мĕн тăван, шăпа çапла шÿтлерĕ пулсан( Юрĕ, Василий Семенов шашист çинчен калани çак вăййа пĕлекенсене кăна кăсăклантарма пултарать. Тата ку уншăн «чир» кăна. Ун пирки ытларах калас килет. Василий Геннадьевич çав тери уçă кăмăллă, ырă чун-чĕреллĕ çын, вăл тăван ял, тăван район, республика патриочĕ. Ун пек çынсем çинчен писательсем кĕнеке çыраççĕ. Сăмах май, Г.Викторовăн иртнĕ çул Шупашкарта тухнă “Сыны Отечества: воспоминания и размышления” кĕнекинче "2-мĕш том" Василий Семенов полковник пирки çырнă пай та пур.
Василий 1963 çулта Тăрмăш ялĕнче колхозник çемйинче çуралнă. Тăватă ывăл та пĕр хĕр ашшĕ-амăшĕн, чи асли – Василий. Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн вăл Ярославльти аслă çар-финанс училищинче вĕреннĕ. Çамрăк специалист службăна Амур облаçĕнче пуçăннă. 1993-1996 çулсенче экономикăпа финанс тата право çар Академийĕнче вĕренет. Ун хыççăн ăна, аслă офицера, Екатеринбург хулинчи çар чаçне яраççĕ. 1999 çултанпа вăл Ярославльте службăра тăрать, кăçалтан – Мускавра.
Василий Геннадьевич çемьеллĕ. Мăшăрĕпе хĕрпе ывăл пăхса çитĕнтереççĕ. Службăри çитĕнÿсемшĕн ăна тĕрлĕ медальсемпе, çав шутра II степеньлĕ “Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” орден медалĕпе те, наградăланă.
Çар хĕсметĕнче тăраканăн тăван ене килсех тăма пушă вăхăчĕ çукрах пулин те, Василий хăйĕн йăх тымарĕсем кунтан пулнине самантлăха та манмасть. Акă Тăрмăшра таврара çук чаплă чиркÿ çĕклерĕç. Кĕске хушăра. Чанĕсене пиллĕкĕшне те Василий Геннадьевич Ярославльтен ярса пачĕ. Унсăр пуçне чиркÿ çурчĕн стенисене хăпартнă чух укçан мĕн чухлĕ пулăшрĕ. Районшăн, Тăрмăш ялĕшĕн пĕр çын та çавăн чухлĕ тăрăшман пуль. Амăшĕпе шăллĕсене ялта пÿрт лартса пама тытăннăранпа темиçе çул иртнине пăхмасăр, пирваях вăл ял шăпине, унăн пуласлăхне мала хурать. Аслă ăсчахăмăрăн, чăваш халăхне çутта кăларассишĕн ывăна пĕлмесĕр ĕçленĕ, ăна хăйĕн пурнăçĕн тĕллевĕ туса хунă Иван Яковлевич Яковлев халалĕсене ялан асра тытма тăрăшать. Вăл Чăваш Ен нумай вĕреннĕ, ăслă та хастар çынсенчен пуян, чечекленекен çĕршыв пулнине, халăхăмăр телейлĕ пурăннине курасшăн.
–Епле çуралма пĕлнĕ-ши çавăн пек ăслă ача( – тĕлĕнет унран ял-йыш. Ял-йыш тавĕ – чи хакли, чи пахи, вăл çынна чĕрĕ чухне лартнă палăк. Ăçта йывăрлăх, Василий Геннадьевич ăна татса парассине хăйĕн пĕрремĕш тивĕçĕ тесе шутлать. Акă февральте Алексей Косарев турнирне выляма килсен те вăл, турпа тур хушшинчи пушă самантпа усă курса, Тăвай чиркĕвĕн пачăшкине Николай аттене шыраса туптарчĕ, ăна чиркÿ тăвас ĕçре пулăшса укçа-тенкĕ парса хăварчĕ. Çакă мар-и ĕнтĕ чун-чĕре пархатарлăхĕ( Иртнĕ çул Василий Семенов 2-3 кунлăха тăван яла килнĕччĕ. Район центрĕнче шахмат турнирĕ пынине пĕлсен, вăл хăйĕн наставникне, вĕрентекенне Алексей Петрович Шишова пырса саламларĕ, юбилейне килейменшĕн каçару ыйтрĕ, ăстасем тунă чаплă йышши шахмат парнелерĕ. Полковникшăн тем мар, тейĕ тепри. Çук çав, ĕç парнере мар, сумĕнче, пысăк çынлăхра. Тĕрĕсех тĕлĕнеççĕ, çав вăхăтрах савăнаççĕ те тăрмăшсем, хăйсен ялĕнчен çавăн пек пысăк чун-чĕреллĕ çын тухнипе. Ăçта, мĕнле çынсен ушкăнĕнче куратăн Василий Геннадьевича, унта чунра ырă та çутă, лăпкă пулса каять. Çак пурнăçа çынна ырă тума килнĕрен вăл çапла. Вĕсем пире хăйсен витĕмне илеççĕ. Хăйне те ырă пархатар курса пурăнма, чипер сывлăхпа çÿреме Турă пулăштăр. Службăра та, спортра та, кулленхи пурнăçра та пурте ăнса пытăр унăн.
