Вăхăтра тунă ĕçĕн хакĕ пысăк. Кашни ĕçĕн вара хăйĕн вăхăчĕ. Ку вăл тырăпа ытти ял хуçалăх культурисем пухса кĕртессине те тÿрремĕнех пырса тивет.
Вырма–2007 çитсен, “Акконд-агро фирма” УАО комбайнĕсем те малтисен шутĕнче уя тухнă, кĕр тыррисене çапса илме тытăннă. Хĕр ĕмĕрĕ – хăналăх тенĕ пек, пулса çитнĕ тыррăн та вăхăт çитсен уйри “пропискине” улăштарма тивет. Çавăнпа кĕр кĕрлесе тухнă та пулса çитнĕ кĕр тыррисен пуссине “Дон–1500” комбайнсем. “Акконд-агро фирмăн” вĕсем виççĕ. Пĕлтĕр пуçласа каçалăк умне тăнă. Кăçал иккĕмĕш çул тырă çапса тĕшĕлеççĕ. Обществăн гендиректорĕ Н.Н.Васильев вĕсен ĕçĕпе кăмăллă. “Хушăран ванкаласси пулсан та, тĕпрен илсен, кал-кал ĕçлеççĕ”, – терĕ вăл “Донсем” пирки. Çавна май пĕр хуçалăхра илтнĕ калаçу аса килчĕ: “Манăн хамăн “Енисей” комбайнах ырлас килет”, – тет пĕри. “Эсĕ “Донпа” ĕçлесе курман-ха, çавăнпа хăвăн “Енисее” ырлатăн”, – сăмах хушать тепри. Чăннипе вара, чипер ĕçлесен, иккĕшĕ те начар мар – хăватлă агрегатсем. Ку вăл сăмах майăн пулчĕ-ха.
Николай Никифорович “Донсемпе” камсем ĕçленине асăнмасăр иртмерĕ: пĕринпе Вячеслав Семенович Семеновпа Владимир Александрович Васильев, иккĕмĕшпе Юрий Васильевич Ивановпа Алексей Аркадьевич Емельянов, виççĕмĕшпе Эдуард Михайлович Никитинпа Артур Валерьевич Чернов ĕçлеççĕ, терĕ.
–Паян, юнкун, кĕр тыррисем çапса илессине вĕçлеме тăрăшатпăр, – пĕлтерчĕç общество ертÿçипе агроном.
Кĕр тыррисем – кĕрхи тулăпа ыраш – пурĕ 657 гектар акса çитĕнтернĕ. Вĕсем, тĕпрен илсен, аван тухăç панă – кашни гектартан 20 центнер ытла. Малтанхи участоксем вара 27-28 центнер таран тухăç панине те асăнчĕ А.Н.Михайлов агроном. Кĕрхи туллăн тухăçĕ ырашăннинчен чылай лайăхрах.
“Акконд-агро фирма” кĕр тыррисене иртнĕ кĕркунне супер элита тата элита вăрлăхсемпе акса хăварнă, пĕрлех удорбени те панă. Халĕ кĕрхи тĕш тырă культурисен вăрлăхĕ сутмалăх та пур. Вĕсем – элита тата пĕрремĕш репродукциллĕ паха вăрлăхсем. Çапса илнĕ тырра икĕ-виçĕ йĕтеме турттарнă. Ăна комбайнсем патĕнчен машинăсемпе Н.Н.Поликарпов, Н.В.Михайлов, И.Т.Сергеев, В.В.Павлов водительсем турттарса тăраççĕ. Йĕтемсенче тырра тасатаççĕ. Сортировкăсем ванасси те пулать. Анчах çапах та йĕтемри тырă – тунари мар. Çавăн пекех тăватă элеваторпа килĕшÿ тунă тырă йышăнма. Канашри элеватора ăна упрама та хураççĕ. “Виçĕ КамАЗа явăçтарнă тырă леçме”, – терĕ Н.Н.Васильев. Апат-çимĕç фондне, сăмахран, топливăпа удобренисемшĕн ăсатаççĕ тырра.
Тухăç тимлĕхсĕр пулмасть, паллах. Кĕр калчисене çуркунне те апатлантарнă. Шел, çуррине кăна ĕлкĕрнĕ. Унсăрăн тухăç тата пысăкрах пулмаллаччĕ тесе шутлать агрофирма ертÿçи. Çавăнпа дельтоплан пирки те ĕмĕтленет. Ĕмĕтленни вара, пĕлетпĕр, пăсăк япала мар.
“Акконд-агро фирмăн” СЗ–5, 4, СЗТ–5, 4 тата Обь–4 сеялкăсем пур. Икшер вĕсем асăннă обществăн. Кĕр тыррисене вара Обь–4 сеялка-агрегатпа вăрлăхсене пĕр пек сапаласа акни килĕшерех панине каларĕ. Ун пек участоксенче калча лайăх вăй илсе çитĕнет, терĕ.
–Хамăрăн кĕр тыррисене çапса пĕтерсен, комбайнсене тÿрех ытти хуçалăхсене пулăшма яратпăр. Заявкăсем тĕрлĕ çĕртен пулчĕç ĕнтĕ, Вăрмар районĕнчен те килчĕç. Кĕршери “Дружба” ЯХПК 60 гектар çинчи кĕр тыррисене çапса пама ыйтать, – пĕлтерчĕ Н.Н.Васильев гендиректор.
Хăйсем вара ун хыççăн тин çурхи тĕш тырă культурисен пуссине кĕме палăртаççĕ. Вĕсем пурĕ – 1297 гектар. Çак шутра – çурхи тулăпа урпа та, сĕлĕпе выльăх апачлĕх пăрçа та. Иккĕленмелли çук, вĕсене те вăхăтра пухса кĕртĕç.
Пĕр вăхăтрах кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлессине те туса пыраççĕ. Вĕсене кăçал 700 гектартан кая мар акса хăварасшăн. Çак тĕллевпе Сергей Федоров, Александр Афанасьев тата Юрий Биктимиров МТЗ–1221 тракторсемпе тата дискаторсемпе çĕр кăпкалатаççĕ. Яра кун уйра вĕсем. Ытларикун шăрăх пулчĕ те, каçхине çĕрĕпе ĕçленĕ. Тăрăшмасăр ÿсĕнмест – çакна лайăх пĕлеççĕ.
Кĕр тыррисене кăçал та вăрлăхпа пĕрле удобрени парса акĕç. Вăл пур хатĕрлесе хуни. Удобренисем тухăçа хушнă пирки вара хальхи вăхăтра иккĕленекен çук пулĕ.
“Акконд-агро фирма” общество кăçал выльăхсен йышне те палăрмаллах ÿстерме палăртнă. Çак тĕллевпе мега фермăн пĕрремĕш витине тăваççĕ, унта хăйĕнчех 500 пуç выльăх пулать. Çавăнпа выльăх апачĕ те ытлă-çитлĕ кирлĕ. Вăл пахалăхлă тата тĕрлĕрен пулсан лайăх. Çак шутпах комбайнсем хыççăн улăма та рулонласа пынă. Çак тĕллевпех 100 гектар выльăх апачлĕх пăрçа "кормовые бобы", 100 гектар кукуруза, урпапа пĕрле 151 гектар люцерна тата 25 гектар козлятник акса хăварнă. Утçине тухнăранпах выльăх апачĕ – утăпа сенаж хатĕрлес ĕçсем пыраççĕ. Халĕ те Юрий Яковлев МТЗ-82 трактортан çакнă роторлă косилкăпа курăк çулнине каларĕç.
Ĕçсем вăхăтра, йĕркеллĕ пулса пыччăр тесех, кăçал рулонлă 2 пресс-подборщик, икĕ МТЗ-82 трактор "халĕ вĕсем пурĕ – 5", курăк акмалли СЗТ–5, 4 сарлака сеялка, “Клевер” косилка, утă тавăрмалли кĕрепле туяннă. Малашне паккуссем тăвакан, утă тавăракан агрегатсем, тепĕр йышши косилка, выльăх апатне пленка ăшне консервлакан машина, силос-сенаж хатĕрлеме “Полесье-600” хăй тĕллĕн çÿрекен комбайн туянма шухăшлаççĕ. Çаксем пурте курăксене, ытти культурăсене вăхăтра пухса илсе, пахалăхлă выльăх апачĕ хатĕрлеме, тăкаксене тупăшпа ытлашшипех тавăрма май памалла тесе шутлаççĕ.
Пысăк йышлă кĕтÿ, паллах, пысăк тимлĕх ыйтать. Паха апат вара продукци хушать. Çавăнпа рулонти е траншейăри апатăн ячĕ-хисепĕ кăна мар, вĕсенче мĕн пурри, мĕн упранни малти вырăнта пулмалла-çке ялан. Кăна эпĕ халĕ хатĕрлесе хунă хăшпĕр апатăн пахалăхĕ начар тенĕрен çыратăп. Тивĕçлĕ культурăсем тата тивĕçлĕ машинăсемпе технологисем çак пăшăрханăва чылай енчен ăнăçлă татса пама пулăшасса шанаççĕ “Акконд-агро фирма” обществăра.