Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Вутă çурать, утă çулать…

1912 çулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Пуянкасси ялĕнче çуралнă П.Николаев вăрçăн малтанхи çулĕнчех йывăр аманнă. Госпитальте 5 уйăх сипленнĕ хыççăн аллине винтовка урăх тытайман. Врачсен комиссийĕн йышăнăвĕпе тăван кĕтесе таврăнма ирĕк панă. 50-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Канаш районĕнчи Вăтапуç ялне куçса килнĕ.

Кăçал 98 çул тултарать вăрçă ветеранĕ. Хăйне аван туять: вутă çурать, кăмака хутать, апатне те пĕçерет. Хальтерех кăна унăн ытти награди çумне Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилей медалĕ хушăннă. Çапах та уншăн чи хакли - “Çапăçури паллă ĕçсемшĕн” медаль.

“Кин лайăх пăхнипе нумай пурăнатăп тесе савăнтарать мана, - тет ялти вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине 30 çул ытла вĕрентекен Галина Васильевна. - 100 çула çиттĕрех. Турă сывлăх парсан татах та савăнтарса пурăнтăр...”