Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Спортпа туслисен йышĕ ỹсет

Кам спортпа туслă - вăл сывă та çирĕп. Çак тĕллеве тĕпе хурса ĕçлет Тушкилти вăтам шкул коллективĕ.

Шкулта тĕрлĕ спорт вăййи аталаннă: волейбол, баскетбол, çăмăл атлетика, футбол, хоккей. Шкул ачисем районта, республикăра ирттерекен спорт ăмăртăвĕсенче пĕрре мар малти вырăнсене йышăннă. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче шкул çумĕнчи спорт зала сăрласа илемлетрĕç. Хĕрсен, арçын ачасен хывăнса тăхăнмалли пỹлĕмĕсене çĕнĕрен юсарĕç. Вĕсем çумĕнче душевой турĕç. Пĕрремĕш хутри йывăç чỹречесене пластиксемпе улăштарчĕç. Шкулта сенсор кабинечĕ ĕçлеме пуçларĕ.

Юсав ĕçĕсем хыççăн шкул тата илемлĕрех те хăтлă пулса тăчĕ. Кĕске вăхăт хушшинчех спортпа туслисен йышĕ малтанхинчен чылай ỹсрĕ. Ку вăл пĕтĕмпех влаç тытăмĕнче ĕçлекенсем тăрăшнипе пулчĕ.

Эпир, Тушкилти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхне М.В.Игнатьева, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партине пирĕн шкула укçа-тенкĕпе пулăшнăшăн, тимлĕх уйăрнăшăн чун-чĕререн тав тăватпăр.

Ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе А.СТЕПАНОВА.