Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Ватлăхри пенси тивĕçлĕ пултăр тесен

Хальхи çамрăксем ватлăхри пенси çинчен шухăшламасăр питĕ йăнăшаççĕ. Шалăва саккуна пăсса "конвертпа" паракан пуçлăхсенчен вĕсен асăрханмалла. Тивĕçлĕ канăва кайма вăхăт çитсен, ваттисем калашле, чавса çывăх та çыртма май пулмĕ. Çакна та аса илтерер, паянхи яш-кĕрĕмĕн страхлав пенсийĕ 15 çултан кая мар страхлав стажĕ тата 30-тан сахал мар пенси балĕ пулсан çеç пуçтарăнса пырать. Урăхла каласан, çак условие тивĕçтерме официаллă шалу шайĕ ĕç укçин чи пĕчĕк икĕ виçипе танлашмалла. Паянхи куна ку хисеп - 11930 тенкĕ. Енчен те официаллă ĕç укçи çак хисепрен пĕчĕк пулсан пенсие тухма палăртнă вăхăтран ытларах ĕçлеме тивет. Унсăрăн çын страхлав пенсине илеймест.

Кăçал Чăваш Республикинчи Пенси фондне тăратнă отчетсем тăрăх - 837 организаци хăйсен ĕçченĕсене пĕчĕк шалу тỹленĕ. Урăхла каласан, вăл Раççейри ĕç укçин чи пĕчĕк виçипе (паянхи кун - 5965 тенкĕ) те танлашайман. Ахăртнех, пуçлăхсем ĕç килĕшĕвне саккун ыйтнă пек туман е ытти вăрттăн схемăсемпе усă курнă. Шăпах çакăн пек чухне шалăвăн пĕр пайне йĕркеллĕ тỹлеççĕ, теприне "конвертпа" параççĕ.

Ятарлă ведомствăсем ултавпа кĕрешеççĕ. РФ Пенси фончĕн регионти уйрăмĕ хуласемпе районсенче налук органĕсемпе, прокуратурăпа тата вырăнти администрацисемпе пĕрле çулталăк пуçланнăранпа 144 лару ирттернĕ. Çакăн усси пулнă: тĕрĕслевсем хыççăн чылай ертỹçĕ ĕçлекенсен шалăвне ỹстернĕ.

Ватлăхра страхлав пенсийĕсĕр юлас мар тата унăн виçи тивĕçлĕ пултăр тесен çыннăн хăйĕн те хастартарах, çивĕчрех пулмалла: вăрттăн укçа тỹлекенсемпе çыхланмалла мар е ултава асăрхасан ку тĕлĕшпе йĕркеленĕ "хĕрỹ лини" телефонĕпе - (8352) 58-59-45 номерпе - шăнкăравламалла. Пуçлăх мĕн чухлĕ страхлав укçи тỹлесе пынине сирĕнтен кашниех Пенси фончĕн сайтĕнчен №www.pfrf.ru№ "Личный кабинет застрахованного лица" текен электрон сервисне кĕрсе тĕрĕслеме пултарать. Унтах паянхи кун тĕлне мĕн чухлĕ пенси балĕ тата стаж пуçтарнине, çавăн пекех ытти информацие пĕлме пулать. Çỹлерех асăннă кабинета кĕме Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнчи парольпа усă кураççĕ. ЕСИА учет çыравне çирĕплетме Пенси фончĕ те пулăшать. Саккуна пăсса вăрттăн шалу тỹлекенсем çинчен телефонпа (маларах кăтартнă номерпе) шăнкăравланисĕр пуçне infosmi@ 015.pfr.ru. электрон почти çине çыру çырса пĕлтерме май пур.

Л.ИВАНОВА.