Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Терроризмла ĕçсене хирĕçлесе

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççейри ФХС Чăваш Енри управленийĕн начальникĕ Сергей Софронов ертсе пынипе терроризмла ĕçсене хирĕç кĕрешекен комиссипе оперативлă штабăн пĕрлехи ларăвне ирттернĕ.

Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсен кунĕсенче пурнăç хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене татса парас тĕллевсене сỹтсе явнă унта. "Вĕрентỹпе культура учрежденийĕсем, спорт объекчĕсем терроризмла преступленисенчен хỹтлĕхре пулмалла. Уявсем тивĕçлĕ шайра иртмелле", - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

ЧР прокурорĕ С.Легостаев, строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ О.Марков тухса калаçнă, тĕрлĕ сĕнỹсем панă.

Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ А.Иванов республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем терроризмпа экстремизмла ĕçсене хирĕç мĕнле ĕçленипе паллаштарнă, социаллă пĕлтерĕшлĕ темăсене патшалăх заданине кĕртни пирки пĕлтернĕ.

Хăрушсăрлăха сирес ыйтусемпе пирĕн районта та терроризма хирĕçлекен комиссин ларăвĕ пулнă. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке ертсе пынă. Полици уйрăмĕн начальникĕ В.Обаськин тухса калаçнă.

2015 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа 2016 çулхи январĕн 10-мĕшĕччен Тăвай енре Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсене халалланă культурăллă, илĕртỹллĕ мероприятисем районти 27 культура учрежденийĕнче, вунă шкулта, шкулчченхи çичĕ учрежденинче йĕркелеççĕ, вĕсене çынсем нумайăн пухăнаççĕ. Районти полици уйрăмĕ палăртнă уявсенче йĕркелĕхе тивĕçлĕ шайра тытма хатĕрри пирки пĕлтернĕ Вениамин Николаевич.

Надзор ĕçĕсен пайĕн начальникĕ В.Михайлов каникулта пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнма кирли çинче чарăнса тăнă.

Тăвайри 45-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн, "МРСК-Волги" общество филиалĕн, Тăвайри газ участокĕн ертỹçисем Н.Павлов, Т.Иванов, В.Семенов харпăр хăй коллективĕсем уявсенче умри тĕллевĕсене пурнăçлама хатĕр пулни çинчен пĕлтернĕ. Ларура комисси 2016 çулхи ĕç планне çирĕплетнĕ.

Районта пурăнакансем, Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсене йĕркелесе ирттернĕ чухне хăвăрăн тата çывăх çыннăрсен пурнăçĕсем хăрушлăха кĕрсе ан ỹкчĕр тесе питĕ тимлĕ пулăр, тĕрлĕ инкек-синкек сирĕн кăмăл-туйăмăра ан пăстăр.

А.АЛЕКСАНДРОВА.