Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Вĕрентĕве - тивĕçлĕ тимлĕх

Иртнĕ эрнере Мускавра Раççей Президенчĕ Владимир Путин Патшалăх Канашĕн çĕршыври пĕтĕ-мĕшле вĕрентỹ тытăмне çĕнетсе лайăхлатассине халалланă ларăвне ирттернĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă.

Патшалăх Канашĕн ларăвĕнче шкул вĕрентĕвĕн ку чухнехи тытăмне сỹтсе явнă, "Вĕрентỹ" нацпроекта тата "Пирĕн çĕнĕ шкул" наци вĕрентỹ пуçарăвĕсене пурнăçланин итогĕсене шута илсе федераципе регионти влаç органĕсен ку сферăри тĕп задачисене палăртнă.

РФ Президенчĕ Владимир Путин пухăннисене Раççей шкулне тĕнчере чи лайăххисенчен пĕри тума чĕнсе каланă. "Эпир пĕтĕмĕшле аталану тенденцине шута илме тивĕç. Технологисем вăйлă аталанаççĕ, шкулăн та çакăнтан юлмалла мар, вăхăтпа харăс утмалла, хăш-пĕр çĕрте унран маларах та. Çавăнпа вĕрентĕве çĕнетсех пымалли эффективлă механизм кирлĕ. Çав вăхăтрах çитĕнекен ăрăвăн Раççей халăхĕсен ăс-хакăлпа культура еткерне те, историне, вырăс чĕлхипе аслă вырăс литературине те, Раççей Федерацийĕнчи халăхсен чĕлхисене те, ку тĕлĕшĕнчи çитĕнỹсене те манмалла мар, упраса хăварса, ăруран ăрăва памалла. Çакăнта çĕршывăн, нацисен вăйĕ", -палăртнă Владимир Путин.

Ларура пурте усă курма пултаракан электрон шкулне, учительсен професси ỹсĕмĕн тытăмне йĕркелессипе, педагогсен тĕрлĕ "хут ĕçĕн" калăпăшне чакарассипе, шкулсенче ачасене 2-3 сменăпа вĕрентессине пĕтерсе пырассипе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ.

РФ Патшалăх Канашĕн ларăвĕнче сỹтсе явнă ыйтусене комментарилесе, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çакна палăртнă: "Паян регионсен влаçĕсем умне вĕрентỹ тытăмне лайăхлатассипе уçăмлă тĕллевсем лартнă. Пирĕн республикăра ку енĕпе пурнăçлакан ĕçсем курăмлă. Тĕп кăтартусенчен пĕри - пĕтĕм Раççей шайĕнчи олимпиадăсенче çĕнтернĕ ачасен шучĕ икĕ хута яхăн ỹсни. Михаил Игнатьев çитĕнекен ăру валли аталанма кирлĕ условисем йĕркеленĕшĕн педагогсене, ачасен ашшĕ-амăшне тав тунă. Вăл хăйĕн суйлав умĕнхи программинче 10 çулта Чăваш Енре 30 шкул тума тата модернизацилеме тĕллев лартни çинчен пĕлтернĕ: "Мĕнпур плана пурнăçлăпăр. Пирĕн ачасем ку чухнехи çĕнĕ условисенче пĕлỹ илĕç, вĕсене икĕ сменăпа вĕрентнипе çыхăннă ыйтăва та татса парăпăр".

Чăваш Енĕн вĕрентỹ тытăмне федераци шайĕнчи ертỹçĕсем те пысăка хурса хакланă.

РФ вĕрентỹ министрĕ Дмитрий Ливанов çапла каланă: "Патшалăх Канашĕн ларăвĕнче çĕршыври вĕрентỹ тытăмне, чи пирваях шкулти вĕренỹ тытăмне аталантармалли çивĕч ыйтусене сỹтсе явнă. Ку енĕпе ырă динамика пуррине тата çавăн пекех проблемăсем те сахал маррине палăртнă. Демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пынине пула пирĕн шкул ачисен йышĕ те ỹсет. Паян вĕсене валли шкулсенче çĕнĕ вырăнсем туса хуни, çав вăхăтрах ку чухнехи требованисене тивĕçтерекен çĕнĕ шкулсем туни те кирлĕ. Çавăнпа 2016 çултан тытăнса шкул вĕ-ренĕвĕн тытăмне çĕнетсе лайăхлатас программа пурнăçа кĕме тытăнать.

Чăваш Республикин вĕрентỹ тытăмĕ нумай кăтартупа Раççей Федерацийĕнчи лидерсен шутĕнче. Эпĕ Чăваш Енĕн вĕрентỹ тытăмĕ малашне те ăнăçлă аталанса пырас пирки иккĕленместĕп". Çакăнпа пĕрлех министр республикăра пурăнакан мĕнпур çынна, уйрăмах вĕрентỹ тытăмĕн ĕçченĕсене Çĕнĕ çулпа саламланă.

РФ Президенчĕ çумĕнчи ачасен прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Павел Астахов Чăваш наци телевиденийĕн журналисчĕсем пирĕн республика ачасем валли чи лайăх условисем йĕркеленĕ 10 регион йышне кĕнин сăлтавĕсем пирки ыйтни çине хуравланă май, чи малтанах ачасен хỹтлĕх тытăмĕн социаллă пурнăçпа экономика кăтартăвĕсене тĕпе хунине палăртнă. "Чăваш Енре вилекен ачасен шучĕ, тин çуралнă ачасем вилесси, хăйсен тин çуралнă ачисене йышăнман хĕрарăмсен, ача çурчĕсенче, интернатсенче пурăнакансен хисепĕ чакать. Чăваш Республики çĕршывра лидер пулнине çирĕплетекен кăтарту чылай. Çавăнпа та Чăваш Ен опытне тимлĕ тишкерни вырăнлă. Эпир Михаил Васильевичпа, республика Пуçлăхĕпе, пĕрмай çыхăну тытса тăратпăр. Çак тытăм регионта мĕнлерех аталаннине те палăртăп: çĕнĕ нормăпа право докуменчĕсем йышăнаççĕ, ачасене хỹтĕлемелли ĕçĕн никĕс саккунĕсем пур. Статистикăпа эксперт кăтартăвĕсем лайăхлансах пыраççĕ. Тата нумай ĕçлемеллине те ăнланатпăр. Анчах Чăваш Республикинче нумай туни те, тăвасси те - пурте куç умĕнче. Раççейре тата Чăваш Енре пурăнакансене Çĕнĕ Çулпа саламлатăп. Хăвăрăн ачăрсене, çемйĕрсене упрăр - вара пурте лайăх пулĕ!"- тенĕ Павел Астахов.

Çакна та палăртса хăварар: Патшалăх Канашĕн ларăвĕ умĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2015 çул кăтартăвĕсене тата малашне пурнăçламалли ĕçсене федерацин влаç органĕсен ертỹçисемпе - финанс, экономика аталанăвĕн, вĕрентỹпе наука, çыхăнупа массăллă коммуникацисен министрĕсемпе Антон Силуановпа, Алексей Улюкаевпа, Дмитрий Ливановпа, Николай Никифоровпа тата Ачасен прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйпа Павел Астаховпа сỹтсе явнă.

Справкăсем. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче пуçламăш, пĕтĕмĕшле тĕп тата пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан 469 шкул ĕçлет. Вĕсенче 125 пин ытла е иртнĕ çулхинчен 1,4 пин ытларах ача вĕренет.

2015 çулта патшалăхăн пĕтĕмлетỹ аттестацине вунпĕрмĕш класра вĕреннĕ 6 пин ытла ача хутшăннă. Вĕренсе тухакансем пурте тенĕ пекех (97,2 проценчĕ) вăтам пĕлỹ илни çинчен аттестатсем илнĕ, вĕсенчен 94,5 проценчĕ професси вĕренĕвне аслă шкулсенче, техникумсенче тата колледжсенче малалла тăснă.

Чăваш Енре уйрăмах пултаруллă ачасене, сывлăхĕпе çителĕксĕр тата инвалид ачасене вĕренме тивĕçлĕ условисем туса парассипе нумай тимлеççĕ.

Чăваш Енри шкулсем çулленех Раççейри чи лайăх шкулсен йышне кĕреççĕ. Шкулсен хисепĕ хуласенче çеç мар (2014 ç. - 6, 2015 ç. - 9), ялсенче те (2014 ç. - 5, 2015 ç. - 12) ỹссе пырать. Ку вăл республикăра ачасем ăçта пурăннине пăхмасăр пахалăхлă пĕлỹ илме пултарччăр тесе пурнăçлакан тĕллевлĕ ĕç.